Воскресенье, 8 сентября

Юратнă ĕç хавхалантарать

Ху суйласа илнĕ профессине чун-чĕререн юратсан, ĕçе те çĕкленÿллĕ кăмăлпа тухса утатăн, хавхалану тапса тăрать, татах та пултаруллăрах пулас килет. Районти тĕп библиотекăра тăрăшакан Валентина Георгиевна Боровкова 34 çул хушши утать юратнă ĕçе.

Тукайри сакăр çул вĕренмелли, Тăманлă Выçлири вăтам шкулсенчен вĕренсе тухсан çамрăк хĕр Хусанти культура институтне çул тытать. Алла диплом илсен тăван районах таврăнать, Комсомольскинчи тĕп библиотекăра ĕçлеме тытăнать. Каярах çамрăк специалиста ача-пăча уйрăмĕн заведующине куçараççĕ. Пĕчĕк шăпăрлансене кĕнекепе туслаштарас тесе чылай вăй хума тивнĕ. Мĕн чухлĕ мероприяти ирттермен-ши вĕсемпе; Ун чухне ачасем тухма та пĕлмен библиотекăран. Вăл вăхăтри ачасем паянхи кун аллă çула çывхарса пыраççĕ. Çулсем иртнĕ пулин те хăш-пĕрисем кĕнекесемпе туслашма пăрахман, ачисем те вулама çÿреççĕ. Апла пулсан, библиотекарĕн ĕçĕ сая кайман.
Хальхи вăхăтра, 24 çул хушши ĕнтĕ, Валентина Боровкова тĕп библиотекăн вулакансемпе ĕçлекен уйрăмĕн заведующийĕнче тăрăшать. Вера Горбунова, Светлана Григорьева ĕçтешĕсемпе кашни кунах вулакансене кăмăллăн кĕтсе илеççĕ, кирлĕ кĕнекесем суйласа илме пулăшаççĕ. Çав вăхăтрах паянхи кун ыйтăвне тивĕçтерекен мероприятисем тăтăшах ирттереççĕ библиотекăра, информаци технологийĕсемпе те туллин усă кураççĕ. Районта иртекен мероприятисенчен юлмаççĕ. Библиотека самана таппипе тан утма тăрăшать.
Библиотекăра вăтăр икĕ çул каялла ветерансем валли «Надежда» клуб йĕркеленĕ. Ăна Валентина Георгиевна йĕркелесе ертсе пырать, клуба çÿрекенсемшĕн кашни тĕлпулу уяв пек пултăр тесе тăрăшать. Клуб членĕсемпе библиотекăри мероприятисемсĕр пуçне тĕрлĕ çĕре çитсе курнă: Шупашкара экскурсие, театра, Çĕрпÿ хулинчи мăнастире, «Чăваш вăрманне»…
Çын килтен — ĕçе, ĕçрен киле кайма васкать пулсан, вăл хăйне телейлĕ теме пултарать, теççĕ. Хăйĕн ĕçне чунтан парăннă, çемье вучахне упракан Валентина Боровкова пирки шăпах çакна калама пулать. Ĕçри çитĕнÿсемшĕн вăл ЧР Культура Министерствин, районти культура пайĕн, библиотека системин, республикăри профсоюзăн Хисеп грамотисене пĕрре мар тивĕçнĕ. 2020 çулта ăна «Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята парса чысланă.
Хăйĕн телейне Комсомольски ялĕнчех тупнă Валентина. Юратнă мăшăрĕпе Андрейпа виçĕ ача çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Аня хăйĕн илем салонĕнче тăрăшать, Денис _ менеджер, Екатерина Чăваш Республикин Ĕç министерствинче вăй хурать. Ачисем ашшĕ- амăшне пилĕк мăнукпа савăнтараççĕ. Юратнă ĕç, юратнă çемье. Вĕсенчен хакли мĕн пур-ши тĕнчере.
Валентина Георгиевна малашне те вулакансене ăшшăн кĕтсе илсе вĕсен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтересси пирки иккĕленÿ çук, вăл чăннипех те хайĕн профессине чунтан парăннă çын.

Ю.Юрьев.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *