Понедельник, 16 сентября

Çĕнелнĕ шкулта вĕренес кăмăл пысăк

Çĕнелнĕ шкулта вĕренес кăмăл пысăк

 

Паянхи кун шкул — ачасене пĕлÿ паракан учреждени çеç мар, шкул вăл — малашлăха утăм тумалли пĕрремĕш картлашка. Вĕрентекенсем ачасене ăс-хакăла аталантарма пулăшнипе пĕрлех кашнин пултарулăхне тупса палăртма, малашлăхри профессие суйласа илсе ун патне çул хывма пулăшаççĕ. Çакна валли вара шкулта пĕтĕм услови пурри, çĕнĕлле вĕренме майсем çителĕклĕ пулни кирлĕ.
Паллах, классенчи чÿречесенчен çил вĕрсен, маччаран шыв тумласан, ăшă пăрăхĕсем кĕç-вĕç татăлса анассăн туйăнсан — пĕр сăмахпа каласан, шкул юсавсăр пулсан — кунта ăнăçлă вĕренÿ процесĕ çинчен калаçмалли те çук. Çавăнпа та республикăри шкулсенче, вĕсенчи лару-тăрăва тĕплĕн хакланă хыççăн, черетпе капиталлă юсав тăваççĕ. Кăçал çакăн пек ĕçсене Комсомольскинчи 1-мĕш шкулта та туса ирттер- чĕç.
Юсав ĕçĕсен пĕрремĕш тапхăрне пĕлтĕрех пурнăçланăччĕ: шкула тулаш енчен илемлетнĕччĕ, чÿречесене улăштарнăччĕ… Кăçал вара шалти ĕçсене туса вĕренÿ учрежденине пĕтĕмпех çĕнетрĕç. Юсав ирттернĕ хушăра çĕнĕ ĕçсем пурнăçламалли палăрнине кура Пĕлÿ кунĕ тĕлне «Стройкомфорт» ООО ĕçченĕ-сем капиталлă юсава туса пĕ- тереймерĕç. Çавна май ачасем те, ашшĕ-амăшĕсем те чылай пăшăрханчĕç. Апла пулин те, ку вĕренекенсен пĕлÿ илессине ура хумарĕ.
— Сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне шкула хута ярса ĕлкĕреймерĕмĕр пулин те, ачасем парта хушшине вăхăтрах ларчĕç. 1—4-мĕш классенче ăс пухакансем Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче 2 сменăпа вĕренчĕç, аслăрах классенчи вĕренекенсене дистанци мелĕпе пĕлÿ патăмăр. Сентябрĕн 20-мĕшĕнче вара пурте тăван шкулта партăсем хушшине таврăнчĕç. Халĕ тĕпрен çĕнетнĕ шкулта, юсаса илемлетнĕ классенче ачасемпе ĕçлеме те кăмăллă, —уçрĕ шухăшне шкул директорĕ И.А.Соловьева.

Н.Г.Львова: «Шкулта юсав тăваççĕ тенине хапăлласах йышăнтăмăр. Анчах кăçалхи юсав ĕçĕсем вăраха тăсăлни кĕркунне çывхарса пынă май кăшт шиклентерчĕ. Район ертÿлĕхĕ, прокуратура çак ыйтăва пĕрре те тимлĕхсĕр хă- вармарĕç, ĕçсем мĕнле пынине тĕрĕслесех тăчĕç. Шкулти ашшĕ-амăшĕсен комитечĕ те юсава мĕнле хăвăртлатмаллине сÿтсе явассине хастаррăн хутшăнчĕ. Сентябрĕн 1-мĕш кунĕнчех парта хушшине ларма май килмерĕ пулин те, строительсем ĕçсене вăраха ямасăр вĕçлеме пултарчĕç. Халĕ шкула пырса кĕрсен чун савăнать. Çутă та хăтлă классенче ачасен вĕренес кăмăлĕ те пысăк. Пирĕн шкула çакăн пек çĕнетсе илемлетнĕшĕн строительсене, шкул, район, республика ертÿлĕхне вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕсен ячĕпе чĕререн тав тăватăп».

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *