Суббота, 7 сентября

Районти лару-тăру çивĕч

Районти лару-тăру çивĕч

 

Октябрĕн 1-мĕшĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов коронавирус инфекцийĕ сарăлассинчен асăрхаттарас тĕлĕшпе ĕçлекен районти оперативлă штабăн черетлĕ ларăвне ирттернĕ. Районта коронавируспа çыхăннă эпидемиологи лару-тăрăвĕ халĕ те питĕ çивĕч. Паянхи куна чир ертнĕ 90 çын килте сипленет, 19 çынна стационарта медицина пулăшăвĕ кÿреççĕ. Коронавирус ертекенсен шучĕ пысăк хăвăртлăхпа ÿсет. Акă, сентябрĕн 23—30-мĕшĕсенче çеç районта çĕнĕ 27 тĕслĕхе регистрациленĕ. Ку пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 42,2 процент нумайрах. Пневмонипе чирлекенсен шучĕ те чылай пысăк: районĕпе 41 тĕслĕх.
Чир ертекенсен шучĕ кунсерен ÿснĕ май магазинсенче, транспортра тата тĕрлĕ обществăлла вырăнсенче профилактика мерисене çирĕппĕн пăхăнмалли çинчен самантлăха та манмалла мар. Кашни кунах тĕрлĕ вырăнсенче ятарлă рейдсем иртеççĕ. Вĕсем вăхăтĕнче йĕркене пăсакансене тупса палăртса явап тыттараççĕ. Лару вăхăтĕнче ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем мобильлĕ ушкăнсем мĕнле ĕçленипе тĕплĕн паллаштарнă, вырăнсенчи лару-тăрăва уçса панă. Тĕрлĕ организацисен ертÿçисен, харпăр предпринимательсен эпидемие хирĕç кĕрешмелли режима çирĕппĕн тытса пырасси çине пысăк тимлĕх уйăрмалла, организаци-учрежденисене килекен граждансене ÿт температурине виçнĕ хыççăн çеç кĕртмелли çинчен манмалла мар.
Чир ертес мар тесен вакцинаци тăвасси çине те тимлĕх уйăрмаллах, мĕншĕн тесен çакă коронавирусран шанчăклăн сыхланма пулăшать. Çак процедурăна тăвас тесен «122» номерпе шăнкăравласа, «Патшалăх пулăшăвĕ» портал е поликлиникăн регистратури урлă çырăнма пулать. Шурă халатлă ĕçченсем палăртнă тăрăх, больницăна ытларах чухне вакцинаци витĕр тухман граждансем лекеççĕ. Прививка тунисен вара чир шала каймасть, вĕсем коронавирус ерсен те ытларах чухне килтех çăмăллăн чирлесе ирттереççĕ. Октябрĕн 4-мĕшĕ тĕлне районта пурĕ 6242 çын пĕрремĕш вакцинăна тутарнă, вĕсенчен 5762-шĕ вакцинацие вĕçленĕ. Прививка туни коронавирусран хÿтĕленмелли чи лайăх мел шутланать, çавăнпа та хăвăрăн сывлăх çине алă ан сулăр, вăхăтра вакцинаци витĕр тухса усал чиртен хÿтĕленĕр.
Н.КАЛАШНИКОВ

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *