Воскресенье, 5 мая

Тутлă пыл çиес тесен ĕçне те юратмалла

Тутлă пыл çиес тесен ĕçне те юратмалла

Кашни çулах август уйăхĕнче эпир виçĕ спас паллă тăватпăр — пыл /августăн 14-мĕшĕнче/, панулми /августăн 19-мĕшĕнче/, мăйăр /августăн 29-мĕшĕнче/. Пĕрремĕшĕ — пыл спасĕ. Çак вăхăта ĕçчен пыл хурчĕсем вĕллери карассене пылпа тултарса çитереççĕ тесен те юрать. Авалтан пыракан йăлапа хурт-хăмăр ăстисем çак кун пыл юхтараççĕ, ача-пăчапа аслисене сăйлаççĕ.
Августăн 19-мĕшĕнче район центрĕнче «Пыл уявĕ» иртрĕ. Унта опытлă, тăрăшуллă хурт-хăмăрçăсем пуçтарăнчĕç. Çак мероприятире, панулми спасĕ кунĕпе пĕр пулнине шута илсе, уявра хĕрлĕ питлĕ панулми астивме пулчĕ.
Пыл уявне хурт-хăмăрçăсемпе ачисем — Кĕçĕн Каçалтан Николай Андреевичпа Леонтий Пурлушкинсем, Асанкассинчи Римма Васильевна Яковлевăпа хĕрĕ Ирина, Вăрманхĕрри Чурачăкри Владимир Иванович Илеменов тата Николай Павлович Яковлев, Хирти Ĕнелте пурăнакан Мария Григорьевна Пильщикова,
Хирти Выçлири Анатолий Геннадиевич Карпов утарçă ачисем Александр тата Анжеликăпа Олеся, Канаш районĕнчи Алексей Иванович Зеленовпа хĕрĕ Диана утарсенче туса илекен продукцие илсе килнĕ. Вĕсем хăйсен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен хапăлласах паллаштарнă май тараватлăн сĕнекен сиплĕ пыла тутанса пăхмасăр ниепле те иртсе каяймастăн. Кăмăл пуррисем пыл тата хурт-хăмăр тăвакан продукцие туянма пултарчĕç мероприятире.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов пурне те уявпа саламларĕ. Уçă кăмăллă, тарават хуçин пыл хурчĕсем те ĕçчен пулнине палăртса хăварчĕ. Хурт-хăмăр ăстисене те çăмăл мар ĕçре ăнăçу сунчĕ.
Пуçтарăннисене районти культура çурчĕн артисчĕсем юрă-кĕвĕпе савăнтарчĕç.
_ Кăçал çанталăк пыл хурчĕсене тухăçлă ĕçлеме майлă пулчĕ. Вĕллесене уçсан кăмăл тулать, — хĕпĕртесе калаçрĕç утарçăсем.
С.ЕФИМОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *