Суббота, 7 сентября

Каллех ÿсĕрле

Каллех ÿсĕрле

Нумаях пулмасть Елчĕк район сучĕ Комсомольски район çыннине 200 сехетлĕх обязательнăй ĕçсене яма, 2 çула транспорт хатĕрĕсемпе çÿрессипе çыхăннă ĕçсенчен хăтарма йышăннă.
Суд палăртнă тăрăх, 40-ри арçынна пĕлтĕрхи февраль уйăхĕнче транспорт хатĕрĕпе ÿсĕрле çÿренĕшĕн тытса чарнă пулнă, çакăншăн административлă майпа явап тыттарнă. Анчах та арçын тÿрĕ çул çине тăма шутламан, кăçалхи май уйăхĕнче ÇÇХПИ ĕçченĕсем каллех ăна руль умĕнче ÿсĕрле тытса чарнă.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *