Суббота, 7 сентября

Пирĕн сывлăх – хамăр алăра

Пирĕн сывлăх – хамăр алăра

Кирек мĕнле чиртен те сыхланасси чи малтанах хамăртан килет. Çулталăк ытла тăсăлакан хăрушă чир нумай çын сывлăхне хавшатрĕ.
Районти тĕп больницăран пĕлтернĕ тăрăх, вакцинаци тăвакансен шучĕ кулленех ÿссе пырать. Июлĕн 12-мĕшĕ тĕлне районта пĕтĕмпе 4058 çын прививка тутарнă.
Юлашки вăхăтра республикăра та, ытти регионра та коронавируспа чирлекенсен хисепĕ ÿссе пырать. Ку чухне халăха массăллă вакцинаци тусан анчах вируспа тата унăн ытти штамĕсемпе кĕрешме пулнине пĕлетпĕр. Аллерголог-иммунологсем палăртнă тăрăх, юнра антителасем чакассине кĕтмелле мар. Енчен те вăл 0,68—1,2-шайĕнче кăна юлнă пулсан нимĕн иккĕленмесĕрех прививка тутармаллине çирĕплетеççĕ вĕсем. Урăх йышши вирус ересрен вакцинаци тунă хыççăн та асăрхануллă пулмалла.
А.МАРИЯН.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *