Пятница, 26 апреля

Ниме халăха пĕр чăмăра пуçтарать

Ниме халăха пĕр чăмăра пуçтарать

Этем таврана илемлĕх кÿ- ме, çутçанталăка упрама, хăйĕн йăхне сыхласа хăварма, малалла тăсма çĕр çине çуралать. Кашни çыннăн йывăç лартса çитĕнтермелле, çурт хăпартмалла, ачасене ура çине тăратса обществăна юрăхлă çынсем тума тăрăшмалла. Çурт лартасси çинчен калас пулсан, мĕн ĕлĕкрен çак йывăр ĕçе чăвашсем нимелле пурнăçланă. Ку ырă йăла паян кунччен те сыхланса юлнă.
Пĕр-пĕр пысăк ĕçе пурнăçлама çемье хăй тĕллĕн вăй-хал çитереймесен кил хуçисем тăван-хурăнташран, ял-йышран пулăшу ыйтнă — ниме тунă. Йăлмахва ялĕнче паян кун та хăш-пĕр ĕçе нимелле тăваççĕ. Çак пулăм ытларах стройка ĕçĕсенче витĕмлĕн палăрать: пÿрт никĕсне хатĕрленĕ, çурт купаланă, тăррине хĕç-тимĕрпе витнĕ, мунча-кĕлет тунă, пусă чавнă чухне ял-йыш пулăшăвĕ питĕ те паха. Çавăн пекех вăрман турттарса килес ĕçре, пахча çимĕç пуçтарассинче, утă типĕтсе кĕртессинче çынсем пĕр-пĕрне пулăшма васкаççĕ.
Çемье çавăрнă хыççăн 1989 çулта эпĕ те хамăн тăван ялта çурт лартма шут тытрăм. Çав çулхине Николай Ефремов, Николай Рыжов, Юрий Чаржов тата эпĕ нимелле çурт çавăртăмăр. Чи малтанах пĕр-пĕринпе калаçса татăлса стройка ĕçĕсене пикентĕмĕр. Çав çул ял халăхĕ çуллахи вăхăтра канмалли кунсем курмарĕ тесен те юрать. Çурт тунисĕр пуçне ытти çынсен хуçалăхĕсенче гараж, вите, сарай, кĕлет кирпĕчрен купаласа хăпартрăмăр.
Хамăр патра çурт хăпартакансене кăнтăрла çитсен тин пиçнĕ яшка-шÿрпепе, сар çу ирĕлсе тăракан пăтăпа, сĕтел тулли тĕрлĕрен салатпа, чăваш сăрипе хăна турăмăр. Явкайне ĕç вырăнне илсе пырса çитертĕмĕр, компот ĕçтертĕмĕр. Пирĕн ялта ниçта та çырса хуман саккун пур: пуçланă ĕçе тепĕр куна хăвармалла мар. Яланах çуртсене пĕр кунта купаласа хăпартнă. Пирĕн çурт пĕчĕкех пулманнине кура каçа юлса купаласа пĕтертĕмĕр.
Ял-йыша çак пысăк ĕçе пурнăçлама пулăшнăшăн паян кунччен те тав тăватăп, «Мухтав Турра» тесе пуç çапатăп.
Унтанпа 32 çул та иртрĕ ĕнтĕ. Иртсе кайнă çулсем çине çаврăнса пăхатăп та çакна куратăп: авалхи чăвашсен йăли пирĕн халăха пĕр чăмăра пуçтарать, пĕр-пĕрне яланах пулăшма хистет, çынсене ырă кăмăллă пулма вĕрентет. Малашне те çак ырă йăлана пăрахăçлас марччĕ, пĕр-пĕрне пулăшма яланах вăхăт тупасчĕ.
П.ЗАЙЦЕВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *