Суббота, 7 сентября

«Çĕнĕ хум» хаçат — малтисен ретĕнче

«Çĕнĕ хум» хаçат — малтисен ретĕнче

Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнче 2017 çултанпа уйăхра пĕрре «Çĕнĕ хум» шкул хаçачĕ тухса тăрать. Хаçатра ачасем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштараççĕ, шкул ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа параççĕ, викторина  та ирттереççĕ. Хаçат тиражĕ пысăк мар, паллах, шкул коридорне çакма 1—2 экземпляр тухать, атте-аннесем, шкула килекен хăнасем валли тепĕр 1—2 экземпляр пичетленет. Çак ĕçе пуçарасси кунти коллектив Раççейри шкул ачисен юхăмне кĕнипе çыхăннă. Ку юхăма кĕрсенех шкул ачисем уйăхсерен Шупашкара вĕренме çÿрерĕç — «Вĕренмелли вырсарникун» проекта хутшăнчĕç.

Раççейри шкул ачисен юхăмĕ пурĕ 4 енлĕ аталанать, граждан аталанăвĕ ?çамрăк волонтерсен, экологсен ĕçĕ-хĕлĕ/, çарпа                                                            патриот аталанăвĕ ?пулас историксен, шыравçăсен, çамрăк армеецсен ĕçĕ-хĕлĕ/, харпăр аталану ?сывлăха упрама, вăйлатма хăнăхтаракан, професси суйлама пулăшакан, юрлас-ташлас, сăвă калас ăсталăха аталантаракан проектсем/ тата медиа, журналистика ?шкул хаçачĕсене кăларма, соцсетьсенче усăллă контент хатĕрлеме, радиопередача, видеосюжет тума вĕренни/. Шăпах 4-мĕш енĕ пире шкулта хаçат кăларма, «Култаракан арча» кăларăма ÿкерме, мультфильма  чăвашлатма пулăшрĕ те. Пире ку юхăм журналист ĕçĕпе паллаштарчĕ. Чи малтанах ку ĕçе пуçарса яракансен шу-                тĕнче Аня Матросова, Александра Басникова пулчĕç. Хаçата тирпейлесе пухма, верстка тума вĕрентĕмĕр, Паблишер, Мовави программăсемпе ĕçлеме хăнăхрăмăр. Вĕренме «Каçал ен», «Тантăш» хаçатсен редакцийĕсенче вăй хуракансемпе, журналистсемпе, блогерсемпе чылай тĕл пултăмăр, вĕсен сĕнÿ-канашĕсене шута илтĕмĕр. Раççейри шкул ачисен юхăмĕ йĕркелекен лагерь сменисенче нумай çĕнни пĕлтĕмĕр. Шупашкарти «Эткер» центр ирттерекен курссене хутшăнса ăсталăха туптарăмăр.

Паянхи кун хаçат кăларас ĕçре шкул пресс-центрĕ тăрăшать. «Вконтакте» соцсетьре шкул ушкăнне те ертсе пырать ку пресс-центр, хаçат та кăларать, «Каçал ен» тата «Тантăш» хаçатсем валли  статьясем те  хатĕрлет, видео-роликсем те ăсталать. Пресс-центрта паянхи кун Нарспи Борисова, Аня Курицына, Лидия Матросова, Елизавета Наумова, Анастасия Сергеева, Александра Павлова, Олеся Павлова, Вероника тата Виктория Портновăсем, Дарья Курицына, Анна Казакова вĕренекенсем вăй хураççĕ. Ушкăна Валентина Анатольевна Филиппова вĕрентсе, пулăшса, хавхалантарса пырать.

Малалла вулас

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *