Понедельник, 16 сентября

Вулама юратакан çын — телейлĕ

Вулама юратакан çын — телейлĕ

Библиотека -— кĕнекесен, хаçат-журналсен пысăк тĕнчи.  Вулама кăмăл тата вăхăт çеç пултăр.  Темĕн тĕрлĕ литература та  тупса вулама май пур библиотекăсенче. Вĕсен кĕнеке фончĕ çав тери пуян пулнине вулавăша çитсе курнă  кашни çын лайăх пĕлет. Çак кунсенче библиотека кунĕ пулнă май, вулавăшра ĕçлекенсем уява  ĕçтешсемпе тата  хисеплĕ вулакансемпе пĕрле ирттерчĕç.

Вулавăш ĕçченĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов, районти тĕп библиотека директорĕ Инна Ядрова, район администраци-   йĕн культура пайĕн заведующийĕ Екатерина Конторская саламларĕç, ĕçре çитĕнÿсем сунчĕç, маттур та тăрăшуллă ĕçлекенсене Хисеп грамотисемпе чысларĕç.  Уяв кунĕн-че  районти тĕп  библиотекăн кĕнеке фончĕ татах та пуянланчĕ. Петр Краснов тата Александр Осипов вулавăша  50 экземпляр кĕнеке парнелерĕç.  Парнеленĕ кĕнекесемпе вулакансем хаваспах паллашрĕç.

Уяв кунĕ юрă-ташăсăр иртмест, паллах. Искусство шкулĕнче вĕренекенсем, культура ĕçченĕсем савăк юрăсемпе савăнтарчĕç,  ачасем синтезаторпа вылярĕç. 

Библиотека кунĕнче вара вулавăшпа тачă çыхăну тытакансене чысласси йăлана кĕнĕ тесен те йăнăш пулмĕ. Паянхи кун         библиотекăна çÿрекенсен йышĕ  чакса пырать. Нумайăшĕ тĕрлĕ литературăна интернет уçлăхĕнче вулатпăр, вулавăша çÿреме те кирлĕ  мар теççĕ. Библиотекăн                          чи хастар тусĕ  Петр Лапшин вара çакăнпа килĕшмест. Çичĕ теçетке çула çыхаракан  ветеран кĕнеке вулама çав тери кăмăллать, вăл уйрăмах историпе кăсăкланать. Александр Браницын  çулталăкне 90 яхăн кĕнеке вулать. Олеся Митюкова,  Людмила Васильева, Святослав Калашников, Луиза Петрова, Лидия Карзакова  — вулавăшăн чи çывăх тусĕсем. Тĕслĕхрен, Олеся Митюкова кĕнеке вулама  кăмăлланипе пĕрлех, вĕсене парнелеме те юратать. Вăл кашни çулах библиотекăна кĕнекесем парнелет.

Малалла вулас

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *