Понедельник, 16 сентября

Ятлă çынна ял савать

Люба Хырай Ĕнел ялĕнче колхозник çемйинче çуралса ÿснĕ. Ялти вăтам шкула пĕтернĕ хыççăн Чĕмпĕр хулине 6-мĕш училищĕне вĕренме кайнă. Унтан вĕренсе тухнă хыççăн çак хуларах 2 çул трамвай водителĕ пулса ĕçленĕ. Пĕлĕвне ÿстерес шутпа электромеханика техникумĕн каçхи уйрăмне вĕренсе пĕтернĕ. 1981 çулта Любовь Хырай Ĕнел ял каччипе Владимир Мукшинпа пĕрлешсе çемье çавăрнă. 1984 çулта çамрăк мăшăр тăван яла куçса килнĕ. Шăпа Любовь Артемьевнăна Комсомольскинчи тĕп библиотекăна илсе çитернĕ. Тĕп библиотекăра Любовь 10 çул библиотекарьте ĕçленĕ. Унăн комплектовани уйрăмĕнче те, ача-пăча библиотекин заведующийĕнче вăй хума тивнĕ. Çак вăхăтрах вăл куçăмсăр мелпе Çĕрпÿри культурăпа çутĕç училищине тата Хусанти культурăпа искусство патшалăх академине пĕтернĕ.
1994 çулта Любовь Артемьевна Хырай Ĕнел ял библиотекине ĕçлеме куçнă. Юратнă ĕçре, библиотека сферинче пултаруллă хĕрарăм 30 çул ĕçленĕ. Ачасемпе ачалла, ватăсемпе ватăлла пулма пĕлнĕ. 30 çул хушшинче нумай грамотăсемпе Тав хучĕсем илме тивĕçлĕ пулнă, вĕсен хушшинче ЧР Культура министерствин Тав хучĕ те пур.
Ял-йыш çинче хисеплĕ мăшăр 1 ывăлпа 2 хĕр çуратса ÿстерсе тивĕçлĕ воспитани панă.
Халĕ Любовь Артемьевна тивĕçлĕ канура пулсан та чунĕпе библиотекăрах. Кирлĕ вăхăтра ырă канаш-сĕнÿпе пулăшсах пырать унта ĕçлекенсене. Кĕнеке уншăн чун апачĕ. Вуланисĕр пуçне вăл тăван ял историйĕпе кăсăкланать, ал çырăвĕсем çырать.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *