Хурт-кăпшанкă тырра тапăнать

Хурт-кăпшанкă тырра тапăнать

Россельхозцентрăн Чăваш Енри филиалĕн специалисчĕсем тĕш тырă культурисен калчисене нăрăсем сиенлеме пуçланине асăрханă.
— Сăмах çăкăр пăрçи /хлебные блошки/, трипс, хытă нăрă /пьявица обыкновенная/ çинчен пырать, — ăнлантарчĕ филиалăн ÿсен-тăрана хÿтĕлекен пайĕн ертÿçи Татьяна Пыркина.  — Çанталăк шăрăх тăнăран вĕсем лайăх ĕрчеççĕ. Малтан кĕрхисене, кайран çурхисене тапăнаççĕ. Виççĕмĕш çулçи тĕвĕленме тытăнсанах ун çине апатланма хăпараççĕ. Майăн 18-мĕшĕ тĕлне 10 пин гектара тĕрĕслерĕмĕр, çав шутран 5 пин ытла гектар лаптăкра çăкăр пăрçи сарăлнине çирĕплетрĕмĕр. Сывлăш температури самаях хăпарнăран пăрçа тата ĕрчесе пĕр çĕртен тепĕр çĕре куçать. Кашни тăваткал метрта 10—25 шутларăмăр. Кĕрхи культурăсен калчи хăмăла кайнă май пăрçа ăна питех сиенлеймест, халĕ вĕсенчен çурхисем çине куçать. Тыррăн пĕтĕм е пĕр пайĕн çулçине çисе сиенлесен начар ÿсет, сарăхать, типет. Нăрă шучĕ кашни тăваткал метрта 30—40 çитсен калчана хими им-çамĕпе хÿтĕлеме сĕнетпĕр. Пирĕн тĕрĕслев Елчĕк, Патăрьел, Пăрачкав районĕсенче вăл чи нумай ĕрченине кăтартрĕ.
Трипс ытларах кĕрхи тулла, нумай çул ÿсекен тĕшĕллĕ курăка сăтăр кÿрет. Специалистсем тĕпченĕ 10 пин гектар лаптăкран 2,5 пине йышăннине палăртнă. Тырă çулçине, пучахне, шăркине, хăмăлне çинĕрен, сĕткенне ĕмнĕрен культура начар çитĕнет. Вăл кашни тăваткал лаптăкра 20—30 çитсен тырă тухăçĕ 13—15 процент чакать.
Хытă нăрă ытларах урпа, сĕлĕ, тулă калчисене çисе амантать. Çулталăкра пĕрре, ăшă чухне, кашниех 100—200 çăмарта хурать. Личинкисем тĕрлĕ тĕш тырă культурисен çемçе калчипе тăранаççĕ, 14 талăкран тăпрана кĕрсе пытанаççĕ, 2—3 сантиметр тарăнăшĕнче куколкăсем пулаççĕ. Июнь — июль уйăхĕсенче вĕсенчен нăрăсем тухаççĕ те тырă çине хăпарса çулçисене çиеççĕ. Вĕсем аманса типеççĕ, сарăхаççĕ. Сиенленĕ тырă имшер тата тухăçĕ пĕчĕк пулать.
— Культурăсене хытă нăрă та пысăк сиен кÿрет, —асăрхаттарчĕ Татьяна Пыркина. — Çавăнпа ăна хими препарачĕсемпе вăхăтра пĕтермелле.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *