Четверг, 19 сентября

Сирĕншĕн яланах алăк уçă

Сирĕншĕн яланах алăк уçă

Кĕнеке — пĕлÿ çăлкуçĕ. Вăл вĕренÿре кăна мар, ĕçре те, канура та яланах кирлĕ.
Анат Тимĕрчкасси ял библиотеки икĕ ял варринче илемлĕ вырăнта вырнаçнă. Кунта кĕнекесемпе тата тĕрлĕ хаçат-журналпа паллашма пулать. Кунсăр пуçне тата ытти пулăшусем те кÿретпĕр. Пĕр-пĕр информацие хăвăрт тупма пулăшатпăр. Хальхи вăхăтра та телевизор, компьютер чăн-чăн кĕнеке тусĕсене библиотекăран уйăрмаççĕ. Кĕнеке çынна ăслă, анлă тавракурăмлă пулма вĕрентет.
Анат тата Тури Тимĕрчкасси ял библиотеки 1925 çулта ĕçлеме пуçланă. Шел пулин те, малтанхи библиотекарĕн ятне пĕлместпĕр. Хĕрĕхмĕш çулсенче Тури Тимĕрчкассинче çĕнĕ клуб лартнă. Ăна ертсе пыраканĕ Таисия Александровна Яковлева пулнă. Вăл вăхăтра клубĕ те, вулав çурчĕ те пĕрле пулнă. Каярахпа Таисия Александровнăна ял Совет ертÿçи пулма шанаççĕ. Ун вырăнне 1950 çулта Агафия Николаевна Чернова ĕçе пуçăнать. Агафия Николаевнăн сывлăхĕ япăххипе вăл кăштахран библиотекăра ĕçлеме пăрахнă. 1965 çулта вара кунта Валентина Васильевна Белкова ĕçе килнĕ. Валентина Васильевна хыççăн Галина Георгиевна Филиппова, Вера Максимовна Герасимова, Нина Ивановна Алексеева, Надежда Витальевна Михайлова тăрăшнă. Эпир хăйсен ĕçне юратса туса пынă библиотекарьсене яланах лайăхпа аса илетпĕр. Вĕсем чăннипех те ырă сăмаха тивĕçлĕ.
Библиотекăн кĕтнĕ хăнисем — Анат тата Тури Тимĕрчкасси ялĕсен çыннисем —тĕрлĕ хаçат-журнал вулама çÿреççĕ, интереслĕ кĕнекесем ыйтаççĕ. Эпир вара вулакансене яланах хавас. Кирлĕ литературăпа тивĕçтерме тăрăшатпăр.
Кĕнеке тĕнчи — библиотека. Унпа туслашасчĕ. Çулсем, ĕмĕрсем иртĕç, пурнăç, халăх йăли-йĕрки улшăнĕ, анчах кĕнекерен хакли, асли пулас çук. Унра этемлĕх аталанăвĕн историйĕ, кун-çулĕ. Çакна пурин те асра тытасчĕ.
Пурне те Пĕтĕм Раççейри Библиотека кунĕпе саламлатăп, ăнăçу, телей сунатăп.
Л.ФИЛИППОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *