Четверг, 19 сентября

Пултарулăх профессийĕ

Пултарулăх профессийĕ

Библиотекăра тĕрлĕ кĕнекесемпе хаçат-журналсенчен информаци илме çеç мар, пĕр-пĕринпе хутшăнма пулать. Çавăнпа библиотекарĕн ĕç сфери те сарăлсах пырать. Библиографи списокне тунă чухне вăл — ученăй, мероприяти йĕркеленĕ чухне — драматург, режиссер, артист тата психолог, педагог, дизайнер, администратор. Библиотекарĕн наукăпа культурăн тата литературăпа искусствăн тĕрлĕ облаçĕсенче пĕлĕвне, тавракурăмне тăтăшах пуянлатмалла, ăсталăхне ÿстермелле, аталантармалла.
1982 çултанпа Тукай ял тăрăхĕнчи библиотекăра тăрăшакан В.П.Толокнова хăйĕн профессине чун туртнипе суйласа илнĕ. Библиотекаре ĕçтешĕсем те, вулакансем те хисеплеççĕ. Вăл тÿрĕ кăмăлпа, сăпайлăхпа, тимлĕхпе палăрса тăрать. Библиотекарь яланах шыравра — ĕçре тăтăшах çĕнĕ мелсемпе усă курать, ĕçтешĕсемпе тата вулакансемпе вĕсен кăмăл-туйăмĕпе интересĕсене шута илсе хутшăнать. Ĕçре интернетпа, Наци библиотекин тата районти тĕп библиотекăн электронлă каталогĕсемпе те усă курать.
Валентина тăтăшах кĕнеке выставкисем йĕркелет, тĕрлĕ мероприятисем ирттерет, пухусенче кĕнекен этем пурнăçĕнчи пĕлтерĕшĕ çинчен тата ытти кăсăклă темăсемпе час-часах тухса калаçать.
Валентина Порфирьевна ял, шкул, колхоз кун-çулĕпе аталанăвне кăтартса паракан электронлă презентацисем хатĕрленĕ, краеведени даннăйĕсен «Персоналии» тата «Календарь памятных дат» базисене пухнă. Ялти паллă çынсем çинчен пуян материал пухса альбом тата «Ятсăр мар, сумсăр мар пирĕн Тукай çыннисем» презентаци тунă. Ял çыннисен ăру-йăх йĕркине пуçтарать. РФ Патшалăх Думин депутачĕ П.Семенов çулсерен йĕркелекен конкурса вулакан ачасене хатĕрлет. Унăн вулаканĕсем икĕ çул çĕнтерÿçĕсем пулса тăнă. 2006 çулта библиотека ĕç-хĕлне телевидени валли те ÿкернĕ. 2003, 2006 çулсенче Валентина Порфирьевна «Лучший по профессии» ята çĕнсе илнĕ. 2009 çулта Тукай ял тăрăхĕн библиотеки «Районти чи лайăх библиотека» ята тивĕçнĕ. Ĕçри çитĕнÿсемшĕн культура ĕçченĕсен профсоюзĕн рескомĕн, Культура министерствин, район администрацийĕн культура уйрăмĕн, РФ культура министерствин Хисеп грамотисемпе чысланă.
Ц.МОТОРИНА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *