Суббота, 7 сентября

Галина Любимова – вулавăш ветеранĕ

Галина Любимова – вулавăш ветеранĕ

Кашни çыннăн хăйĕн кун-çулĕ, хăйĕн шăпи. Хирти Шăхасанта çуралса ÿснĕ Галина Кĕçĕн Çĕрпÿел вăтам шкулĕнчен ăнăçлă вĕренсе тухнă хыççăн Çĕрпÿри культура училищине çул тытать. Галина Викторовна мĕн пĕчĕкрен кĕнекепе туслă пулнă, кашни çыннăн пурнăçĕнче вăл пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăннине ăнланнă. Асамлă кĕнеке тĕнчи çамрăк пикешĕн чун апачĕ, киленĕç пулса тăнă.
Библиотекарь профессине алла илсен, Галина Аслă Çĕрпÿел вулавăшне ĕçлеме вырнаçать. Çамрăк специалист çулталăк ĕçлесенех хăйĕн иксĕлми пултарулăхĕпе палăрать. Вăл республикăри конкурсра «Республикăри чи лайăх библиотека» ята çĕнсе илет. 1986 çулта «Професси тĕлĕшĕнчен чи лайăххи» конкурсра пĕрремĕш вырăн йышăнать. Çав çулах Галина Викторовнăна тăрăшса ĕçленине кура Аслă Çĕрпÿел библиотекине «Библиотека отличной работы» ят параççĕ.
Галина Викторовна шаннă ĕçе пахалăхлă пурнăçлама тăрăшнă. Вăл яланах шкул ачисемпе тĕрлĕ мероприяти, конкурссем йĕркелеме ÿркенмен. Пултаруллă библиотекарь поэзипе те туслă пулнă. Вăл хăйĕн чун киленĕçĕ валли сăвă йĕркисем те шăрçаланă, — халĕ те илемлĕ çутçанталăка сăнасан, чунри хитре туйăмсене палăртма сăвă йĕркисем хăйсемех çуралаççĕ, — тет вулавăш ветеранĕ.
Çапла, Галина Викторовнăн пултарулăхне пĕр статьяра çырса та пĕтерес çук. Ăна ĕçтешĕсем хисепленĕ, хисеплеççĕ те. Паянхи кун вăл мăшăрĕпе Аслă Çĕрпÿел ялĕнче пурăнать. Вĕсем пĕртте ĕçсĕр лармаççĕ. Картиш тулли тĕрлĕ выльăх-чĕрлĕхпе кайăк-кĕшĕк тытаççĕ, пахчара тем тĕрлĕ çимĕç ÿстереççĕ, куçа илĕртекен тĕрлĕ тĕслĕ хитре чечексем çитĕнтереççĕ.
Г.РОДИОНОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *