Понедельник, 6 мая

Пуçтарăнса ĕçленине мĕн çиттĕр?

Пуçтарăнса ĕçленине мĕн çиттĕр?

Чăваш Элпуçĕнче пурăнакансем канмалли кунсене ахаль ирттерме хăнăхман. Акă, шăпах иртнĕ вырсарникун Геннадий Прохоров староста, Светлана Долгова депутат, Элпуç ял тăрăхĕн администрацийĕ, вырăнти обществăлла канаш пуçарнипе ялта пурăнакансем масар тирпейлеме тухрĕç. Пурнăçламалли ĕç чăннипех те пысăк пулчĕ: ĕрчесе кайнă вĕтлĕхри йывăçсене касарĕç, вилтăприсене тасатрĕç, пĕтĕмпех масар çинчен илсе тухса тракторпах турттарчĕç.
«Пĕччен — пăтă çиме, йышпа ĕç тума аван» тенине мала хурса çак кун Чăваш Элпуçĕнче пурăнакансем чылайăн ĕçлеме тухрĕç. Сергей Прохоров, Алексей Алексеев тракторсемпе ĕçлерĕç, Ильинсем, Алексеевсем, Долговсем, Гончаровсем, Деминсем, Константиновсем, Казаковсем çемйисемпех ĕçлерĕç, А.Орлов, Л.Дмитриева, Г.Сметанин çулĕсене пăхмасăрах тăрăшрĕç. Пурте пĕрле тăрăшса ĕçленĕрен палăртнине кĕске вăхăтрах пурнăçлама май килчĕ. Чăннипех те ĕçрен ÿркенсе тăман çынсемпе темĕнле пысăк ĕçе те пĕрле пурнăçлама пулать иккен. Малашне те çаплах тăрăшса ĕçлесчĕ.
Н.ЗАЙЦЕВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *