Вторник, 23 апреля

Çĕнĕ форматпа

Çĕнĕ форматпа

Хальхи вăхăтра пурнăçпа тан утма пĕлни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Çавăнпа та паянхи вĕрентекенсен çĕнĕ йышши цифра тата информаци технологийĕсене лайăх пĕлмелле. Нумаях пулмасть истори, обществознани, экономика тата право вĕрентекенĕсем хушшинче йĕркеленĕ районти XI-мĕш методика фестивалĕ те онлайн-форматпа иртрĕ. Çакă коронавирус инфекцийĕнчен сыхланас тĕллевпе çыхăннă. Район администрацийĕн вĕренÿ пайĕ методика фестивальне кашни çулах йĕркелет. Кăçал ăна Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисен строителĕсен ĕç паттăрлăхне тата Чаппан пăлхавĕ пулнăранпа 100 çул çитнине халалланă.
Фестивале районти тĕрлĕ шкулсенче ачасене пĕлÿ паракансем хутшăнчĕç. Вĕсем мартăн 1-мĕшĕччен районти вĕренÿ пайне конкурс материалĕсене тăратрĕç. Ĕçсене пăхса тухса çакăн пек пĕтĕмлетÿсем турĕç. «Чи лайăх видеоурок» номинацире С.В.Антонов /Александровка тĕп шкулĕ/ тата Г.А.Белкова /Хырхĕрри тĕп шкулĕ/ çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç. З.Н.Зинетуллина /Тукай Мишер вăтам шкулĕ/ тата О.Г.Сорокина /Хырай Ĕнел вăтам шкулĕ/ — призерсем. «Чи лайăх класс тулашĕнчи мероприяти» номинацире В.Н.Арсентьева тата Н.В.Филиппова /иккĕшĕ те Анат Тимĕрчкасси тĕп шкулĕ/ мала тухрĕç. С.В.Антоновпа /Александровка тĕп шкулĕ/ С.М. Гинетуллина /Тукай Мишер вăтам шкулĕ/ призерсем пулчĕç. «Чи  лайăх   методика  хатĕрлевĕ»   номинацире   Г.А.Белкован   /Хырхĕрри  тĕп  шкулĕ/  ĕçĕ  чи  лайăххине  палăртнă.  Л.А.Катмакова  /Асанкасси вăтам шкулĕ/  тата  И.Н.Анисимова /Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ/ иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайланă.
«Вĕренекенсен чи лайăх пултарулăх ĕçĕ» номинацире фестивале питĕ нумай ĕç килнĕ. Вĕсене тĕрлĕ категорисене пайласа хакланă. Экспертсем Анат Тимĕрчкасси /ертÿçи В.Н.Арсентьева/, Александровка /ертÿçи С.В.Антонов/ тĕп шкулĕсенче, Комсомольски 1-мĕш /ертÿçи И.В.Васильева/ вăтам шкулĕнче ăс пухакансем уйрăмах активлă пулнине палăртнă. Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче 8-мĕш класра пĕлÿ илекен А.Жирнова тата Л.Тукаева Сăр патĕнче хÿтĕлев чиккисене мĕнле туни çинчен рефератсем хатĕрленĕ. Анат Тимĕрчкасси тĕп шкулĕнче 5-мĕш класра вĕренекен Д.Арсентьева çак темăпах тĕрлĕ техникăсемпе усă курса ÿкерчĕксем хатĕрленĕ. Александровка тĕп шкулĕн вĕренекенĕ К.Кокшина Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсен А.М.Миронован тата Н.Ф.Мироновăн пурнăçĕсене тата ĕç-хĕлне тарăннăн тĕпченĕ. Анат Тимĕрчкасси тĕп шкулĕнче 6-мĕш класра ăс пухакан П.Романов ăсталанă «Мономах калпакĕ» экспертсене уйрăмах тĕлĕнтернĕ.
Фестивале хутшăнакансем пурте пахалăхлă ĕçсем хатĕрленине, уроксене çÿллĕ шайра ирттернине палăртмалла. Унта пысăк опытлă вĕрентекенсем çеç мар, çамрăк специалистсем те хастаррăн хутшăнчĕç. Çакă педагогика ăсталăхне аталантарма, опыта пуянлатма, паллах, пулăшать.
Г.БЕЛКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *