Воскресенье, 5 мая

Çамрăк ăрăвăн паттăрсем çинчен пĕлмеллех

2021 çула Хусан тата Сăр хÿтĕлев чиккисенче ырми-канми ĕçленĕ çынсене халалланă. Унта тар тăкнисем, паллах, халĕ питĕ сахалăн юлнă. Паян пурăннă пулсан, вĕсем çакăн пек хисеп тунăшăн питĕ савăннă пулĕччĕç. Пирĕншĕн те, вĕсен ачисемшĕн, çакă питĕ пĕлтерĕшлĕ
Манăн анне, Клавдия Мироновна Горшкова, Сăр патĕнче окоп чавнă çĕре хутшăннă. Вăрçă пуçланнă чухне вăл 17 çул тултарнă. Çамрăк хĕрсен тăшмана хирĕç тăма, фашист чăваш çĕрĕ çине ан кĕтĕр тесе чылай вăй хума тивнĕ. 1941 çулта, сивĕ кĕркунне, вĕсем Сăр шывĕ хĕррине çитнĕ. «Улатăртан инçе те мар пулнă эпир. Сăр шывĕ пек сарлака, хитре юханшыв хальччен курман», — каласа паратчĕ анне.
Питĕ йывăр пулнă çамрăк хĕрсене. Анчах вĕсен ашшĕсемпе пиччĕшĕсене тăшманпа çапăçма тата та йывăртарах пулнине кашниех ăнланнă. Ялта ÿснĕ хĕрсем йывăр ĕçе хăнăхнă, паллах. Анчах та çанталăк условийĕсем вĕсен ĕçне тата та йывăрлатнă. Сивĕ кунсем, юрпа хутăш çумăр çуни, тумтирне йĕркеллĕн типĕтме те май пулманни ĕçлекенсене чылай чăрмав кÿнĕ. Чăтнă халăх, пĕтĕм çĕр-шывшăн йывăр вăхăт пулнине асра тытса малалла талпăннă.
Кăçалхи çула манăн анне пек çынсене халалланăшăн эпĕ питĕ савăнтăм. Хамăн ачасене, мăнуксене несĕлсен ĕç паттăрлăхĕ çинчен каласа патăм. Мăнук çакăн çинчен сочинени те çырчĕ. Унăн хайлавĕ Шупашкарта кăларнă «Строители безмолвных рубежей» кĕнекене кĕме те тивĕçлĕ пулчĕ.
Шкулта ĕçленĕ май, çак хăрушă вăхăтсем çинчен эпĕ вĕренекенсене те каласа пама тăрăшатăп. 3-мĕш класс ертÿçи А.А.Громова мана хăйĕн класне чĕнчĕ, ачасене Сăр патĕнче окоп чавнă çынсем çинчен каласа пама ыйтрĕ. Хирти Явăш тĕп шкулĕнчи вĕрентекенсем кашни класрах мероприятисем ирттереççĕ, ачасене ялти халăх вăрçă вăхăтĕнче мĕнле йывăрлăхсем чăтса ирттерни çинчен каласа параççĕ, видеофильмсем кăтартаççĕ. Çамрăк ăрăвăн хăйсен мăнаслашшĕ_мăнасламăшĕсем йывăр вăхăтсене мĕнле тÿссе ирттерни, фашистсемпе çапăçса паттăрлăх кăтартни, фронтра та, тылра та пĕтĕм чунтан тăрăшса тăшмана çĕнтерме пултарни çинчен пĕлмеллех.
Е.ДИМИТРИЕВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *