Асаттепе мухтанатпăр

Асаттепе мухтанатпăр

Пирĕн юратнă асатте — Роман Григорьевич Афанасьев кăçал 80 çулхи юбилейне паллă турĕ. Асатте вăтам кĕлеткеллĕ, хытканскер. Унăн куçĕсем таса тÿпе евĕр кăвак тĕслĕ. Çÿçĕсене ватлăх шуратнă. Асатте Тукай ялĕнче 1941 çулхи февралĕн 12-мĕшĕнче кун çути курнă. Çул çитсен Çĕнĕ Мăратри çичĕ çул вĕренмелли шкулта ăс пухнă. Пурнăçĕнчи тĕрлĕ тапхăрсенче пилорамщик, строитель, кочегар профессийĕсенче вăй хунă вăл. Тивĕçлĕ канăва кайиччен 38 çул трактористра ĕçленĕ — малтан «Заря» колхозра, унтан «Рассвет» ял хуçалăх кооперативĕнче.
Пирĕн асатте пултаруллă та ăста механизатор пулнă. Вăл хăй ĕçлекен тракторпа вăтăр сакăр çул ака-суха ĕçĕнче вăй хунă. Шаннă тивĕçе яваплă, тĕплĕ пурнăçланă, яланах малтисен ретĕнче пулнă. Ĕçре пысăк çитĕнÿсем тунăшăн «РСФСР тава тивĕçлĕ механизаторĕ» /1980 ç./, «ЧАССР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ механизаторĕ» /1974 ç./  ятсене,  «Хисеп палли»  /1972 ç./, «Октябрь Революцийĕ» /1975 ç./, Ленин орденĕсене /1986 ç./ тивĕçнĕ. «Чи маттур сухаçă» пулнине республикăра 5 хутчен çирĕплетнĕ. Раççей шайĕнче ирттернĕ ăмăртусенчен те сумлă парнесемпе таврăнса ял-йыша тĕлĕнтернĕ. 2015 çулхи февралĕн 28-мĕшĕнче Роман Григорьевича «Комсомольски районĕн хисеплĕ гражданинĕ» ятпа чысланă. Çак хисепе хаклă çыннăмăр ĕçченлĕхĕпе тивĕçнĕ.
80 çул тултарчĕ пулсан та ĕçсĕр лармасть асатте. Кил-картишĕнче тăрмашать, выльăх-чĕрлĕх патĕнче кăштăртатать.
Кĕркунне асаннепе — Лидия Ивановнăпа çемье çавăрса пурнăç çулĕпе алла-аллăн тытăнса утма пуçлани 60 çул çитет. Шăкăл-шăкăл калаçса туслă пурăнакан çемьере тăватă ывăл та пĕр хĕр çитĕннĕ. Вĕсем пурте ашшĕ-амăшĕн ăшă йăвинчен вĕçсе тухса çемьесем çавăрнă.
Эпир хаклă çыннăмăрсене сумлă уявсемпе саламлатпăр, ырлăх-сывлăх сунатпăр. Вĕсем пирĕншĕн ырă тĕслĕх, эпир вĕсемпе мухтанатпăр.
Мăнукĕсем Анастасия, Мария, Татьяна Афанасьевасем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *