Тава тивĕçлĕ вĕрентекен

Тава тивĕçлĕ вĕрентекен

Клавдия Николаевна Акчурина — Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ учителĕ, РСФСР çутĕç министерствин хисеплĕ ĕçченĕ. Ĕç ветеранĕ февралĕн 1-мĕшĕнче 85 çулхи юбилейне паллă турĕ.
Клавдия Николаевна Хирти Шăхасан ялĕнче пурăнать. 37 çул хушши шкулта кĕçĕн класс ачисене вĕрентсе тивĕçлĕ канăва тухнă, çĕршер ачана алăран çавăтса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Çепĕç кăмăллă вĕрентекен пĕчĕк шăпăрлансене çулран çул вулама-çырма, шутлама, çутçанталăка упрама вĕрентнĕ. Вăл вĕрентсе кăларнă ачасем тĕрлĕ професси суйласа илсе çĕршывăн пур кĕтесĕнче те вăй хураççĕ. Нумайăшĕ хăйсем те тивĕçлĕ канура ĕнтĕ, çапах та вĕсем хăйсен пĕрремĕш учительне манмаççĕ, час-часах шăнкăравлаççĕ, уявсенче ăшă саламсем яраççĕ, тĕлпулусене чĕнеççĕ.
Клавдия Николаевна — шанчăклă та хисеплĕ мăшăр, юратнă та хаклă анне, çепĕç кăмăллă асанне-кукамай. Мăшăрĕпе, Петр Леонтьевичпа, 62 çул пурнăç йывăрлăхĕсене пĕрле çĕнтерсе, савăнăçне пĕр-пĕринпе пайласа, алла-аллăн тытăнса пурнăç сукмакĕпе утаççĕ. Виçĕ ывăлпа икĕ хĕр пăхса çитĕнтерсе, вĕрентсе, тивĕçлĕ воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларнă мăшăр. Пур ачи те аслă е ятарлă пĕлÿ илнĕ, хăйсем юратса суйласа илнĕ профессисемпе ĕçлеççĕ. Пурте вĕсем çемьеллĕ, пурнăçра ура çинче çирĕп тăраççĕ. Халĕ ватăсем мăнукĕсемпе тата вĕсен ачисемпе савăнса пурăнаççĕ.
Ахальтен мар ĕнтĕ çемье институтне çирĕплетес тĕлĕшпе тунă пысăк çитĕнÿсемшĕн Петр Леонтьевичпа Клавдия Николаевна Чăваш Республикин Пуçлăхĕн указĕпе «Юратупа шанчăклăхшăн» ордена тивĕçнĕ.
Р.АВТОНОМОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *