Понедельник, 16 сентября

Йытă тăтăр сăнчăрта, ан хăраттăр халăха

Йытă тăтăр сăнчăрта, ан хăраттăр халăха

Ирĕкре çÿрекен йытă çыншăн хăрушă тăшман пулма пултарать. Кун пирки массăллă информаци хатĕрĕсем тĕрлĕрен тĕслĕх илсе кăтартаççĕ. Анчах вĕсем чан çапни пурин патне те çитмест. Районти ялсенче çав-çавах йытă кĕтĕвĕсене курма пулать, вĕсен хушшинче мăй çыххиллисем те пур. Апла пулсан вĕсем пурте хуçасăррисем мар. Вĕсем çитĕннисемшĕн те, ачасемшĕн те хăрушлăх кăларса тăратаççĕ. Никам та йыттăн ăсне пĕлеймест. Çавăнпа та асăрхануллăрах пулмалла.
Хальхи вăхăтра йытăсем «кĕрт» пухаççĕ, ама хыççăн аçасем лапăстатаççĕ. Çак самантра йытăсем хаярланаççĕ, усалланаççĕ. Кун пек кĕтÿрен пăрăнса утнинчен ырри çук. Анчах вĕсем кĕтмен çĕртен сиксе тухса тапăнма пултараççĕ. Çакнашкал тĕслĕхсем пĕрре мар пулнă. Апла пулсан та йытăсем урамсем тăрăх чупма чарăнмаççĕ.
Ялта пурăнакан çын хăйĕн кил-çуртне сыхлама йытă усрать. Теприсем вара пĕчĕк ачи ыйтнипе çакна тăваççĕ, тĕпренчĕкĕ ÿссе çитĕнсен «хам-хам» текех кирлĕ мар пулса юлать, ăна ирĕке кăларса яраççĕ, апатлантарасси пирки манаççĕ. Выçăпа антăхнăскер контейнерсенчи хутаçсене сĕтĕрсе кăларать, урам тăрăх йăтса чупать. Апат тупăнманран килти кайăк-кĕшĕке тытма вĕренет, выльăх-чĕрлĕхе çурса антарать. Пĕр хутчен çапла хăтланать, тепре… Каярах вара çак йытă çынна та тапăнать, çыртма тăрать. Çăмламасскерсем ачасене те, çитĕннисене те çыртнă тĕслĕхсем кашни çулах пулаççĕ.
Çак çитменлĕхе мĕнле пĕтермелле; Çынсене усракан йыттисене сăнчăрта тытма ыйтни, хупса тытмалли пирки калани те нимĕнле улшăну та памасть. Кашниех манăн йытă усал мар тесе ĕнентерме тăрăшать. Анчах «йыттăн хÿри кукăр» текен каларăша ăша хывмасть. Çынсем ял тăрăхĕн пуçлăхне йĕрке туманшăн айăплаççĕ. Вĕсен шухăшĕпе пуçлăхсен урам тăрăх йытă хăваласа çÿремелле пулса тухать. Çав вăхăтра хам-хам хуçисем яваплăха туймасăр, саккуна пăхăнмасăр çаплах малалла пурăнаççĕ. Ку тĕлĕшпе нимĕн те тумаççĕ.
Халĕ саккун йытăсене пеме, вĕлерме ирĕк памасть. Çакăншăн çыннăн явап тытма тивет. Çывăхра килти чĕрчунсене тытма приютсем те çук. Хулара вĕсене тытса çÿрекенсем, пăхса пурăнакансем пур. Яллă вырăнсене ку çăмăллăх çитеймен-ха. Тен, хăçан та пулсан çакă пурнăçланĕ. Хальлĕхе вара ирĕкре чупакан йытăшăн чи малтан ăна усракан яваплă.
А.МАКСИМОВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *