Пятница, 26 апреля

Кулленхи ыйтусене сÿтсе яврĕç

Январĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Республикин муниципалитет пĕрлĕхĕсен ĕç тăвакан директорĕ Станислав Николаев тата патшалăх учрежденийĕсен ĕçченĕсен республикăри профсоюз организацийĕн председателĕ Василий Харитонов районта ĕçлĕ визитпа пулчĕç. Вĕсем район администрацийĕн пуçлăхĕпе Александр Осиповпа тĕл пулчĕç.
Унтан ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе, район администрацийĕн тата районти обществăлла Канашăн представителĕсемпе канашлу иртрĕ. Канашлăва хутшăнакансем вырăнти хăй тытăмлăх ĕçне тухăçлă йĕркелеме пулăшакан пĕлтерĕшлĕ ыйтусене сÿтсе яврĕç.
Станислав Николаев район тата ял тăрăхĕсен ĕçĕ-хĕлĕнче ял старостисен пĕлтерĕшне тата вĕсене ĕçе явăçтарассине йĕркелессипе республика Раççейре малтисен йышĕнче пулнине палăртса каларĕ. Старостăсем районти, поселенисенчи, ялсенчи лару-тăрăва чухласа, проблемисене пĕлсе тăраççĕ, вырăнта пурăнакансен шухăш-кăмăлне те тăнлаççĕ. Çавăнпа старостăсен ĕçĕ район тата республика аталанăвĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Унсăр пуçне, Станислав Николаев районта общество хăй тытăмлăх территорийĕсен ĕçне йĕркелеме сĕнчĕ. Ял тăрăхĕсенче пурăнакансем асăннă территорисен ĕçне хутшăнни влаçпа халăх хушшинчи тухăçлăха ÿстерет.
Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене тĕрĕслевпе надзор органĕсем тĕрĕслÿ ĕçĕсене пĕтĕмлетсе час-часах пысăк виçеллĕ штраф укçи тÿлеттернĕ пирки социаллă пĕлтерĕшлĕ ĕçсене пурнăçлама ямалли бюджет укçи тăкакланни пăлхантарчĕ. Вĕсем кулленхи ытти ĕçе-хĕле те — ирĕкре чупса çÿрекен хуçасăр йытăсемпе кĕрешессине, хĕллехи вăхăтра çÿп-çап контейнерĕсене хÿсе лартакан юра уçассине, борщевик сырса илнĕ лаптăксене тасатассине сÿтсе яврĕç.
Канашлу хыççăн Асанкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Карпов поселенин ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Ял тăрăхĕн администрацийĕ çулсерен çынсен пуçарăвĕпе пурнăçланакан проектсене хастар хутшăнать. Православи тĕнне ĕненекенсем валли ятарласа тунă купель, ача-пăча вылямалли площадка, юнашарах конькипе ярăнма кăмăллакансене валли ятарласа хатĕрленĕ пăр площадки, Аслă Çĕнтерĕве 70 çул çитнине халалласа лартнă палăк, шалтан хăтлăлатмалли çеç юлнă чиркÿ — пĕтĕмпех пĕрлехи ĕç. Пурте пĕрле туслăн килĕштерсе вăй хунипе ял сăн-сăпачĕ çулсерен илемленсе пыни куçкĕрет.
С.ЕФИМОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *