/«Чаппан вăрçи» пулнăранпа 100 çул/
«Чаппан вăрçи» ятпа историе кĕрсе юлнă пăлхав вăхăтĕнче тискеррĕн вĕлернĕ комсомолецсемпе çамрăксене асăнса лартнă Комсомольски ялĕнчи палăка район çыннисем лайăх пĕлеççĕ ĕнтĕ. Шăпах çак пăлхава асра тытса Аслă Каçал ялне Комсомольски тесе ят пама йышăннă та. Кăçал «чаппан вăрçи» пулса иртнĕренпе шăпах 100 çул çитрĕ. Çавна май истори страницисене çĕнĕрен тишкерер-ха.
Иртнĕ ĕмĕрĕн 1920 çулĕсен пуçламăшĕнче çĕршыв умне пысăк йывăрлăхсем тухса тăнă. Тырă япăх çитĕннĕ, çавăнпа та пирĕн тăрăхра пурăнакансене патшалăха тырă памалли плана тултарма питĕ йывăр пулнă. Çакă ял çыннисене йывăрлăха кĕртсе ÿкернĕ. Продразверстка пирки хресченĕн тырри çуркунне ака тума та çитмен. Аслă Каçал вулăсĕнче 1920 çулхи продразверстка вăраха кайнă. Çак ĕçе хăвăртлатма ялсене облаçран уполномоченнăйсем янă. Вĕсен тĕп тĕллевĕ вăрлăх пуçтарса обществăлла кĕлетсене хурасси пулнă. Продразверстка хĕсĕрленине кура халăх кăмăлсăрланнă. Парти политикине хăйне май ăнлантарса пăлхава тухма хĕтĕртекенсене пула унта та кунта хирĕçтăрусем пуçланнă.
Январĕн 27-мĕшĕнче сенĕк-кĕреçе, çава-пуртă тытнă арçынсем Аслă Каçал ялĕнчи вулĕçтăвком çурчĕ патне пăлхава пуçтарăннă. Усал шухăш тытнă çынсем каплансах пынă, вĕсен шучĕ ÿснĕçемĕн ÿснĕ. Унта çывăхри ялсенчен те ушкăнсем хутшăннă. Вăхăт кăнтăрлана çитсе пынă чухне чиркÿ тăрринчи чан танлаттарма тытăннă. Çакă пăлхава çĕкленмеллине систернĕ. Пăлхавçăсем продразверсткăна хăвăртлатма яла янă практиканта С.Новикова ярса илнĕ. Ăна вилесле хĕнесе пĕтернĕ. Унтан пуп çуртне вырнаçтарнă икĕ комсомолеца — С.Соловьева тата В.Аржанухина — урама юр çине сĕтĕрсе тухнă, тискеррĕн хĕнесе вĕлернĕ. Урса кайнă пăлхавçăсем вулăс кооперативĕн председателĕн Александр Максимовăн çурчĕ патнелле кайнă, вите тăрринчи утă купи ăшне пытанса выртнă А.Максимова сĕтĕрсе кăларса асаплантарса вĕлернĕ.
Пăлхавçăсен ушкăнĕ ялти вулăс кантурĕнчи пухăва та çитнĕ. Унта çамрăк учительница Клавдия Кречетникова крыльца çине тухса пуçтарăннă хресченсене лăпланма чĕннĕ. Анчах та урнă çынсем хĕре итлемен, çапса ÿкерсе вилмеллех хĕненĕ. Çавăн пекех К.Петропавловский учителе, Д.Павлов вулăс ĕçтăвкомĕн халăха вĕрентес ĕç пайĕн заведующине хупăрласа илсе тискеррĕн вĕлернĕ.
Пăлхав пуçланнă кун ирхине А.И.Пожеданов çар комиссарĕ, коммунист лашапа Йĕпреçе тухса кайнă. Унта та кунта пулса иртекен пăлхавсене путарма ятарласа хатĕрленĕ хĕрлĕ отряда шырама тĕллев тытнă вăл. Пăлхавçăсем ăна чарас тесе вут пуленккисемпе ывăтнă, çапах та А.И.Пожедановăн тарса ÿкме май килнĕ. Январĕн 29-мĕшĕнче хĕрлĕ отряд Аслă Каçала килсе çитнĕ. 7 çынна тискеррĕн вĕлернĕшĕн пăлхава хутшăнакансене хаяррăн тавăрнă — 48 çынна тĕпчевсем ирттермесĕрех, суд тумасăрах персе пăрахнă.
Асаплантарса вĕлернĕ комсомолецсемпе учительсен ячĕсене асра тытса 1939 çулта яла Комсомольски тесе ят панă, 1961 çулта вара вĕсен ячĕпе палăк лартнă.
Хресченсен пăлхавĕ вăхăтĕнче шар курнă 5 çынна Канаша илсе кайса чысласа пытарнă пулнă. А. Максимов Комсомольскинчи тăванла масарта, Д.Павлов Крестниково ялĕнчи масарта ĕмĕрлĕх канлĕх тупнă. Пăлхав çĕкленĕ 48 çынна вăрман хĕрринче выльăх масарĕ çывăхне пытарнă пулнă. Паянхи кун çак вырăна тупма та йывăр, вăл йывăçсемпе тĕмсем ăшне путнă. «Чаппан вăрçине» хутшăннă çынсене икĕ хутчен те реабилитаци тунă. Пĕрремĕш хут — СССР Президенчĕн 1990 çулхи августăн 13-мĕшĕнче йышăннă 556 №-лĕ «20—50-мĕш çулсенчи политика репрессийĕсенче шар курнисен прависене тавăрасси çинчен» Указĕпе, иккĕмĕш хут — 1991 çулхи октябрĕн 18-мĕшĕнче йышăннă 1761 №-лĕ «Политика репрессийĕсенче шар курнисене реабилитацилесси çинчен» Саккунпа. Çавăнпа та, ман шутпа, районшăн паллă çак пулăм пулса иртнĕренпе 100 çул çитнине асра тытса А.Максимовпа Д.Павловăн вил тăприйĕсене йĕркене кĕртсен, пăлхавçăсене пытарнă çĕре ятарлă асăну палли вырнаçтарсан вырăнлă пулĕччĕ. Ку — пирĕн историн пĕлтерĕшлĕ страници-çке-ха.
В.ПАВЛОВ.
/Материалсене Чăваш патшалăх истори архивĕнчен илнĕ/.