Воскресенье, 8 сентября

Çĕнĕ çулхи тĕп тост – Раççейшĕн!

Раççей Президенчĕн çуллен йĕркелекен пысăк пресс-конференцийĕ ку хутĕнче онлайн мелпе иртрĕ. Калаçăва Владимир Путин пресс-конференци валли ярса панă ыйтусен шучĕ пысăккине палăртнинчен пуçларĕ — вĕсем çĕр-çĕр пин. Паллах, кашнинех тÿрĕ эфирта хуравлаймăн, анчах вăл Халăх фрончĕ, ытти тытăм пулăшнипе пурне те тишкерме шантарчĕ, хăйĕншĕн çакнашкал çыхăну питĕ пысăк пĕлтерĕшли çинчен каларĕ.
Владимир Путин 2020 çул пандемипе палăрса юласси çинчен каларĕ: Раççейшĕн кăна мар — пĕтĕм тĕнчешĕн. Тупăш чакни, ĕç вырăнĕ сахалланни… Çапах «çивĕч ыйтусем тинĕс пек» пулин те Раççей çак йывăрлăхсемпе кĕрешме пултарнине ĕнентерсе пачĕ.
Çĕршыв ертÿçин шучĕпе, пандеми тапхăрĕ кăткăс пулин те йывăрлăхра халăх пĕтĕçни палăрать, социаллă ыйтусене татса парассине пăрахăçламан — çакă чи пĕлтерĕшли. Коронавирус çапла килсе çапасса никам та хатĕр пулман — унашкал тĕслĕх тĕнчипе те çук. Анчах ытти çĕршывпа танлаштарсан пирĕн сыхлăх системи тухăçлăрах пулни куçкĕрет. Пандеми пуçлансанах чикĕсене хупни пире вăхăт выляса илме май панă, тивĕçлĕ мерăсем йышăннă. Паян коронавируспа чирлисем валли вун-вун пин койка-вырăн хатĕрленĕ — çĕнĕ 40 больница хута яма пултарнă. Коронавируспа кĕрешес енĕпе кăна150 пин врач ĕçлет. Промышленноç та çак тĕллевпе ĕçлеме пуçланă. Маскăсен производствине кăна 20 хут пысăклатнă. Ресурссене хăвăрт мобилизацилеме пултарни куçкĕрет. Çав шутра — эмелсем енĕпе те. Граждансене тÿррĕнех пулăшма кăна çĕршыв пĕтĕмпе 830 миллиард тенкĕ уйăрнă.
Раççей чи малтан вакцина шухăшласа кăларнă — вăл ăнăçлă, унăн производствине пуçарнă. Владимир Владимирович хăй хальлĕхе вакцинăпа усă курман-ха, анчах — прививка тутаратех. Çĕршывра анлă вакцинаци ирттермелле, анчах хальлĕхе вакцина производстви çителĕксĕр — ăна ÿстерсех пырĕç. Коронавируспа чирлисене тÿлевсĕр эмелпе тивĕçтермен, хĕрлĕ зонăри медиксем шантарнă укçана илеймен тĕслĕх чылаййи пирки пĕлтернине вара Владимир Путин тĕплĕ тĕрĕслеме шантарчĕ
Патшалăх Думин çитес çулхи суйлавĕ пирки каланă май вăл парламент полномочийĕсем анлăланнине аса илтерчĕ — депутатсем министрсене уйăрса лартассине те витĕм кÿреççĕ. Апла тăк вĕсен яваплăхĕ те пысăкланать. «Ватă» партисен вырăнне çĕннисем, çамрăккисем, килĕç-и, — ку ыйтăва граждансем суйлавра татса парĕç. «Йăлана кĕнĕ» партисем вара, ун шучĕпе, пурте патриотла тĕллевсене тĕпе хураççĕ — çакă хисепе тивĕç. Президент çитес суйлава тулашран витĕм кÿме пултарассине те ăнланать, кунашкал витĕме хирĕç тăрасси кĕттермĕ: «Суверенитета хÿтĕлемелле, анчах эпир пуриншĕн те уçă».
Сăртçи Карабахри çивĕчлĕх пирки каланă май Владимир Путин унта кашни енĕн хăйĕн чăнлăхĕ пулнине палăртрĕ. Ыйту нумай. Чи кирли — юн тăкăнма чарăнни. Ыттине калаçусем ирттерсе йĕркелемелле, экономика, инфратытăм ыйтăвĕсене татса парассине тĕпе хумалла. Раççей енсене пĕр сĕтел хушшине лармашкăн пулăшма хатĕр.
Раççее усал тесе айăплама пăхакансене вара Владимир Путин ытти çĕршывăн çар бюджечĕсене тишкерме сĕнчĕ. Пирĕн çĕршыв çар тăкакĕсен калăпăшĕпе тĕнчере улттăмĕш вырăнта кăна. Çавăнпа та пирĕншĕн çĕнĕ йышши хĕç-пăшал пысăк пĕлтерĕшлĕ — унашкалли пирĕн пур. Ыттисен çук. Паллах, вăхăт иртнĕ май вĕсен те пулĕ, анчах çав вăхăт тĕлне эпир татах малалла кайăпăр.
Журналистсем хаксем сентябрь уйăхĕнчен тытăнсах ÿсни çинчен каларĕç, влаç вара тивĕçлĕ мерăсене декабрьте кăна йышăнма пуçланă. Кăçал тырпул тухăçĕ рекорд шайĕнче, анчах çăкăр хакланать. Сахăр, тип çу тĕлĕшпе те çавах. Ытти çĕршывра хаксем пы- сăкланнă та — кунта та хаксене çÿлелле туртма пуçланă, сăлтавĕ çакăнта
Пандеми чухăнлăх шайне 13,5 процент таран пысăклатнă. Çавна май ачаллă çемьесене пулăшас тĕлĕшпе йышăннă мерăсен пĕлтерĕшĕ пысăк. Унашкал мерăсем, çав-çавах йывăрлăхра пурăнакан çемьесене тĕревлемеллискерсем, татах пулĕç. Çапах чухăнлăхпа кĕрешесси, Владимир Путин шучĕпе, экономикăна аталантарассипе никĕсленмелле — çынсен тупăшĕ те пысăкланĕ.
Ялти вĕрентекен 18 сехет ĕçлесе çак шкултах вăй хуракан тирпейлÿçĕпе танах илет. Владимир Путин каланă тăрăх, шалу ĕçшĕн тÿлемелли виçерен пĕчĕкрех пулма пултараймасть. Тирпейлÿçĕнне пысăклатнă, ыттисен вара унчченхи шайрах юлнă. Президент шучĕпе, ку тĕрĕс мар, ыттисене те пысăклатмалла — çакнашкал йышăнусем пулĕç. Çавăн пекех вăл пенсионерсене пулăшасси пирки шухăшласа пăхма та шантарчĕ.Çитес çул пенсисене инфляцирен пысăкрах виçепе ÿстерме палăртнă.
Экстремизмпа терроризм теми тавра та калаçу пулчĕ. Европăра мăсăльмансене кÿрентерекен карикатурăсемпе сăлтавланнă йĕркесĕрлĕх — пĕрисен ирĕкĕ теприсенне ним вырăнне те хуманнин кăтартăвĕ. Тĕнпе çыхăннă ыйтусем асăрхануллă пулма хистеççĕ. Раççейре вăл е ку тĕне уйрăммăн хĕстернипе çыхăннă репрессисем нихăçан та пулман, çакă та тĕрлĕ конфессин ырă хутшăнăвĕсене никĕслет.
Çемье телейĕн вăрттăнлăхне вара Владимир Путин юратура курать — кун пирки вăл Исланди журналисчĕн ыйтăвне хуравласа каларĕ. Кашни çулах кăткăслăх та, савăнăç та кÿрет. «Кăçал йывăр пулчĕ, — терĕ вăл. — Анчах 90-мĕш çулсенче мĕнле йывăрччĕ — умра çутă курăнмастчĕ». Паянхине çав вăхăтпа, 2000 çулсен пуçламăшĕпе танлаштараймăн. Çĕнĕ çул тостне вара Президент çывăх çыннисемшĕн, тусĕсемпе ĕçтешĕсемшĕн çĕклĕ. Çапах тĕп тост — Раççейшĕн!
/«ХЫПАР»/.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *