Суббота, 7 сентября

Мăнукĕсемпе савăнаççĕ

Аслă Чурачăк хĕрне, Елена Замковăна /халĕ Волкова/ яла юлма никам та ÿкĕтлемен. Тантăшĕсем тĕрлĕ хуласене вĕренме тухса кайнă пулсан, вăтам шкул пĕтернĕ хыççăнах Елена Чĕчкенти сĕт-çу фермине çул тытнă.
Унти ĕçсем çĕнĕлĕх, вăрттăнлăх пулман уншăн. Ара, уроксем хыççăн сахал-и вăл амăшне пулăшма фермăна васканă. Унти йывăр ĕçе хăй куçĕпе курнă, хăй астивсе курнă. Апла пулин те мĕн пĕчĕкрен ĕçре пиçĕхсе ÿснĕ хĕре çакă пĕрре те хăратман. Çапла вара 1983 çултан пуçласа унăн пурнăçĕ «Заветы Ильича» /халĕ «Труд»/ хуçалăхăн выльăх-чĕрлĕх отраслĕпе тачă çыхăннă. 40 çула яхăн такăрлатать вăл фермăналла выртакан сукмака. Малтанхи çулсенче, паллах, çăмăл килмен ăна. Пĕрле ĕçлекенсен пулăшăвĕ, сĕнÿ-канашĕ вăй парса тăнă. Тивĕçлĕ канăва кайнă Валентина Иванова пăхакан ушкăнри ĕнесене шанса параççĕ çамрăка. Вăл вăхăтра фермăри ĕçсене механизацилесе çитермен пулнă-ха. Чылай ĕçе алăпа тумалла пулнă. Пуç усман Лена, тăрăшнă. 20 ĕнене алăпа сунă, сĕтне флягăсене тултарнă. Ĕнесене аппаратсемпе сума пуçласан ĕç çăмăлланнă. Апла пулин те условисем çав-çавах йывăр пулнă-ха. Пуç усман вăл, малаллах талпăннă.
Хĕрарăмăн çапла ĕнтĕ. Качча кайсан ача çуралать, отпускра пулать. Çавăнпа та, тепĕр чухне, ĕç вырăнне те улăштарма тивет.
Елена Волкова пĕр вăхăт сыснасем самăртнă çĕрте тăрăшать. Вăл вăхăтсенче Чĕчкенти сысна ферми районта лайăх кăтартусемпе палăрса тăнă. Выльăхсен ÿт хушаслăхĕ пысăк пулнă. Кунта, паллах, Ленăн тÿпи те пулнах.
Хуçалăхра сыснасене пĕтерсен пĕчĕк пăрусене пăхнă çĕрте те вăй хурать. Халĕ вара ăна ирсерен пăрулама хатĕрленекен ĕнесем хăйсен сассисемпе кĕтсе илеççĕ. 3 çул ытла ĕнтĕ вăл Таня Яковлевăпа пăрулаттаракан уйрăмра тăрăшать. Кунта вара яваплăх пысăк, ĕçĕ те кăткăсрах. Пушмак пăрусене пĕрремĕш хут пăрулаттарасси, вĕсене пуçласа сăвасси питĕ кăткăс. Ку ĕçре опыт та, тăрăшулăх та пысăк вырăн йышăнать. Тин çеç çут тĕнчене килнĕ пăрусене ура çине çĕклесси, малалла аталанма пулăшасси яваплăх ыйтать. Шăпах çак вăхăтра вĕсене мĕнле пăхнинчен ĕне епле пуласси нумай килет. Юлашки çулсенче «Труд» хуçалăхра ĕнесенчен пăру илес енĕпе кăтартусем палăрмаллах лайăхланнă. Çакă, паллах, специалистсенчен çеç мар, çак ушкăнри ĕнесене пăхакансенчен те чылай килет. Çурални çеç çителĕксĕр, вĕсем тĕрĕс-тĕкел упранччăр, аталанччăр тесе тăрăшни пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Елена Геннадьевнăпа Сергей Иванович Волковсем 3 ача пăхса çитĕнтернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă, мăнукĕсемпе савăнаççĕ.
Пирĕн хушăра хăйсен ĕмĕрĕнче ферма алăкне уçса курман çынсем те пур. Вĕсем çакăншăн тиркеве тивĕç мар, анчах та хăйсен пурнăçне выльăх-чĕрлĕхпе çыхăнтарнисем мухтава тивĕçлĕ. Эпир лăпкăн тĕлĕрнĕ вăхăтра вĕсем чĕлхесĕр янаварсем патне васкаççĕ, вĕсем тутă пулччăр тесе тул çутăличченех ĕçе пуçăнаççĕ. Мухтав юрри юрланă пек туйăнать пулин те, çĕршыври магазинсенче аш-пăш, сĕт-турăх пулнинче вĕсен тÿпи пур тесе çирĕплетсех калама пулать. «Апла пулсан, «Труд» ял хуçалăх кооперативĕнчи Елена Волкован ĕçĕ кирлĕ, пĕлтерĕшлĕ.
Ю.ГАВРИЛОВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *