Понедельник, 29 апреля

Хĕрÿ линисем ĕçлеççĕ

РФ сывлăх сыхлавĕн министерстви пуçарнипе Чăваш Енре коронавируса хирĕç кĕрешессипе хĕрÿ линисем ĕçлеççĕ. Телефонпа шăнкăравласа COVID-19 сарăлни, чир паллисем тата сывалмалли мелсем çинчен специалистсенчен ыйтса пĕлме пулать. Çавăн пекех операторсем чир ернине сиссен мĕн тумаллине, тест ăçта памаллине ăнлантарса параççĕ. Раççейри пур регионсенче те пĕрлехи телефон линийĕ- сем йĕркеленĕ. Роспотребнадзор — 8 800-555-49-43, пĕрлехи хĕрÿ лини 8-800-2000-112. Кирлĕ пулсан операторсем шăнкăрава регионти линисем çине куçараççĕ. Çакă кĕске вăхăтра информаци тата медицина пулăшăвĕсене илме май парать. Чăваш Енри Сывлăх сыхлав министерствин хĕрÿ лини телефон номерĕ — 8/8352/26-14-14.
Медицина организацийĕсен поликлиникисем çумĕнче те «хĕрÿ лини» телефонĕсем ĕçлеççĕ. Комсомольски районĕнчи тĕп больницăра шăнкăравсене çак телефонсемпе йышăнаççĕ: 8/83539/5-17-87 /8.00 —17.00 сехетсенче/, 8/83539/5-12-30 /17.00 — 8.00 сехетсенче/
Ноябрĕн 16-мĕшĕ тĕлне Раççейĕ-пе: талăкра 22778 çын чирленине палăртнă, пурĕ 1453849 çын сывалнă, 303 çын вилнĕ.
Республикăра: талăкра 84 çын чирленине палăртнă, 135 çын сывалнă, 6 çын вилнĕ.
С.ЕФИМОВА хатĕрленĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *