Суббота, 20 апреля

Çемье тĕрекĕ эсĕ, мăшăрăм

Пурнăçра çемье тилхепине мĕнлерех тытса пырасси чылай чухне арçынран килет. Çемье çавăрса ĕмĕре телейлĕ, юратуллă та килĕшÿллĕ ирттерме пĕр-пĕрне çур сăмахранах ăнланса çемье вучахне упрама пĕлмелле. Сăмахăм мăшăрăм, Асанкасси ялĕнче çуралса ÿснĕ Вячеслав Яндров çинчен пулĕ.
Вăл 1970 çулта ноябрĕн 1-мĕшĕнче кун çути курнă. Çемьере вĕсем çиччĕн пĕртăван пулнă. Унччен водитель, тракторист хисеплĕ çынсем шутланнă. 10 класс пĕтернĕ хыççăн арçын ача, мĕн пĕчĕкрен техникăна юратнăран-ши, Канаша водителе вĕренме каять. Пĕлÿ илнĕ хыççăн çак çулах хĕсмете кайма ят тухать. Слава салтак атти тăхăнса 2 çул Астрахань облаçĕнче хăй юратнă ĕçĕпе ĕçлет. Ăна ЗИЛ-131 автомашина шанса параççĕ. Çартан таврăнсан каччă Асанкассинчи колхозра водительте ĕçлеме тытăнать. Паянхи кун унăн водитель стажĕ 30 çул. Пурнăçра тата ытти ĕçре ĕçлеме те тÿр килет унăн. Слава хăйне шанса панă ĕçе яланах тÿрĕ кăмăлпа, тивĕçлĕ шайра туса пырать. Ĕçне кура хисепĕ теççĕ. Манăн мăшăр та сахал мар Тав хучĕсене, Дипломсене, парнесене тивĕçнĕ.
Славăпа эпир пĕр ялта çуралса ÿснĕ, ачаранпах пĕр- пĕрне палланă. Пĕчĕкренех пĕр ĕçрен те хăраса, шикленсе тăман. Атте-анне ĕçе вĕрентни пирĕн сая кайман. Мăшăрăм паянхи кун та «Асаново» ЯХПКра водительте ĕçлет. Пус çумне пус хушсан пурнăç малалла пырать. Эпир те Вячеславпа пурнăçа çирĕппĕн тытса пыма тăрăшатпăр. Картиш тулли выльăх усратпăр. Пĕр хĕрпе икĕ ывăл çитĕнтеретпĕр, ачасен малашлăхĕшĕн тăрăшатпăр.
Манăн мăшăр сывă пурнăç йĕркипе пурăнать. Вăл ачаллах кĕрешме юратнă. Шупашкарти Олимп резервĕсен шкулĕнче вĕренсе тренер-преподаватель дипломне алла илнĕ. Кашни çулах вăл Акатуйра тата ялта, районта иртекен ытти уявсенче ирĕклĕ майпа кĕрешсе малти вырăнсене йышăнать. Слава Раççей шайĕнче иртекен турнирсене хутшăнса та малти вырăнсене çĕнсе илнĕ, Чăваш Республикин чемпионĕ ята та тивĕçнĕ. Çур ĕмĕре çитнĕ пулсан та манăн мăшăрăм спорта пăрахман-ха. Акă, пĕлтĕр вăл кĕрешсе така çĕнсе илчĕ.
Эпир яланах ачасемшĕн тĕслĕх пулма тăрăшатпăр. Йывăрлăхсемсĕр, чашăк-тирĕк шăкăртатмасăр, паллах, пурнăç пулмасть. Апла пулин те, эпир пĕр-пĕрне яланах ăнланма, вăхăтра каçарма пĕлетпĕр. Мана çакăн пек ĕçчен, ылтăн алăллă, тирпейлĕ, çемье тилхепине çирĕп тытса пыракан мăшăр парнеленĕшĕн шăпана тем пысăкăш тавтапуç калатăп.
Çитес кунсенче манăн юратнă мăшăрăн 50 çулхи юбилей пулать. Ăна çур ĕмĕр алла-аллăн, килĕштерсе пĕр çулпа утнишĕн, ăнланса пурăннишĕн тав тăватăп. Ачасемпе, кĕрÿпе, мăнукпа пĕрле юратнă çыннăмăра саламласа юхан шыв пек вăрăм, çăлкуç пек таса ĕмĕр, кĕреш юман пек çирĕп сывлăх, телей сунатпăр. Ачасемпе, мăнуксемпе савăнса, ырлăх курса пурăнмалла пултăр.
Мăшăрĕ Алена.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *