Пятница, 19 апреля

Республикăра гриппран прививка тума пикеннĕ

Республикăра гриппран прививка тума пикеннĕ

Грипп — чирлĕ çынран сывлăш урлă ерекен вируслă инфекци чирĕ. Хамăр тата çывăх çыннăмăрсем гриппа ан чирлеччĕр тесен мĕнле сыхланмалла-ха; Çак амакран вакцинаци туни — чи эффективлă меслет. Организмра хÿтĕлев япаласем /антитела/ аталанса ĕлкĕрччĕр тесен вакцинацие грипп эпидемийĕ пуçланиччен пĕр уйăхран кая юлмасăр тумалла.
Гриппран мĕншĕн кашни çулах прививка тумалла; Грипп вирусĕ — пĕрмай улшăнса тăракан /мутация/ микроорганизм. Çавăнпа гриппран тăвакан вакцинăсене çулсеренех çĕнетеççĕ. Унсăр пуçне прививка тунăранпа вăхăт иртнĕçемĕн антителасен организмри шайĕ чакать. Гриппа кашни çынах чирлеме пултарать. Уйрăмах пысăк хăрушлăхри категорири çынсем: 60 çултан иртнĕ ватăсем; организмра япаласен ылмашăвĕ пăсăлнă çынсем; чĕрепе юн тымарĕсен /гипертони, чĕрен ишеми чирĕ/ тата сывлав органĕсен ?вăраха кайнă бронхит, астма/ чирĕсемпе, диабетпа тата вăраха кайнă пĕверпе пÿре чирĕсемпе аптракансем; йывăрланнă хĕрарăмсем; час-час шăнса чирлекенсем; 6 уйăхран аслăрах тата ача сачĕсене çÿрекен ачасем; шкул ачисем; медицина, пулăшу сферин, транспорт тата вĕрентÿ заведенийĕсен ĕçченĕсем тата çар çыннисем.
Гриппран прививкăна вырăнти поликлиникăсенче тата çак процедурăна ирттерме ирĕк тата пÿлĕм пур организацисенче тутарма юрать. Чăваш Республикинчи медицина учрежденийĕсене пурĕ 243789 вакцина илсе килнĕ.
Е.КАШТАНОВА,
ЧР гигиенăпа эпидемиологи центрĕн эпидемиолог-врачĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *