«Чăваш ялĕн илемĕ» ята Татьяна Макарова тивĕçрĕ

Сентябрĕн 24-мĕшĕнче Комсомольскинчи Культура çуртĕнче Чăваш наци конгресĕ йĕркеленипе, Чăваш Республикин Культура министерствипе республикăри хĕрарăмсен Канашĕ пулăшнипе регионсем хушшинче «Хĕрарăм, сан умăнта таятăп пуçăма» фестиваль-конкурсăн пĕрремĕш тапхăрĕн иккĕмĕш зонăри тупăшăвĕ иртрĕ. Çак ăмăртăва кăçал Аслă Çĕнтерÿ пулнăранпа 75 çул тата Чăваш автономине туса хунăранпа 100 çул çитнине халалланă.
Ял хĕрарăмĕн пултарулăхне тĕрĕслекен ăмăртура Чăваш Республикин кăнтăр енчи районĕсенчи — Канаш, Комсомольски, Улатăр, Елчĕк, Патăрьел — ялсенче пурăнакан, тĕрлĕ ĕçре вăй хуракан чи маттур та пултаруллă хĕрарăмсем хăйсен ăсталăхне кăтартрĕç.
Конкурса хутшăнакансен ăмăртăвĕ фойеренех пуçланчĕ. Кунта конкурсанткăсен «кĕреке» сĕтелĕсем аш-какайпа сĕт-çуран хатĕрленĕ юр-варпа, улма-çырлапа, вăрман «кучченеçĕсенчен» хатĕрленĕ техĕмлĕ апат-çимĕçпе йăтăнса тăчĕç. Сĕтел хуçисем килĕсенчен хатĕрлесе
килнĕ кучченеçсемпе хаваспах паллаштарчĕç.
Хамăр районти Аслă Чурачăкран килнĕ Татьяна Макарован «Тăван енĕн апат-çимĕçне хатĕрлерĕм чун хавалĕпе» апат-çимĕç сĕтелĕ пуянлăхĕпе те, сервировкипе те кăмăла кайрĕ. Канаш районĕнчен килнĕ Г.В.Харитонован та кучченеç сĕтелĕ пуян пулчĕ. Пирĕн Татьянăн «Манăн алă ĕçĕсем — сирĕн умăрта вĕсем» алă ĕçĕсен кăтартăвĕ те илемĕпе хăй патне туртрĕ.
Елчĕк районĕнчи алă ăстисем йăлтăр илемлĕ тĕррисемпе чапа тухнине пурте пĕлетпĕр. Çак ята район чысне хÿтĕлекен В.А.Зайцева тивĕçлипе çирĕплетрĕ.
Конкурсăн ытти ăмăртăвĕсем залра иртрĕç. Кунта конкурсанткăсем видеопрезентаци мелĕпе хăйсемпе паллаштарчĕç. Вĕсем пурĕ 5 тапхăр витĕр тухса хăйсен тĕрлĕ енлĕ ăсталăхне туллин кăтартса пачĕç. Ăмăртăва хутшăнакансене пултарулăх ушкăнĕсем пулăшса пычĕç. Хĕрарăмсем черетлĕ конкурса хатĕрленнĕ вăхăтра Владимир Павлов ертсе пыракан «Каçал» халăх пултарулăх ушкăнĕ курма килнисене хăйĕн юрри-ташшипе савăнтарчĕ. Жюрисене пултаруллисем хушшинче чи пултаруллине, маттурисем хушшинче чи маттуррине суйласа илме, паллах, çăмăл пулмарĕ. Вĕсем баллсене шутланă вăхăт пирĕншĕн пăлхануллă пулчĕ.
«Ылтăн алăллă хĕрарăм» ята Канаш районĕнчи Галина Васильевна Харитонова, «Ăс-хакăл арчи» ята Елчĕк районĕнчен килнĕ Валентина Алексеевна Зайцева, Улатăр районĕнчен килнĕ Вера Филимоновна Разбойкина — «Кăмăл хĕвелĕ» ятсене тивĕçрĕç. Патăрьел районĕнчи Надежда Валерьевна Квасовăна жюри пайташĕсем куракансем кăмăлланине палăртса иккĕмĕш вырăн пачĕç.
Чи сумлă, пĕрремĕш вырăна Комсомольски районĕнчи Татьяна Васильевна Макарова тивĕçрĕ. Вăл хăйĕн чĕрене тыткăнлакан çепĕç сассипе, вăр-варлăхĕпе, ăмăртăва ача-пăчасене те хастар хутшăнтарнипе «Чăваш ялĕн илемĕ» ята тивĕçрĕ.
Комсомольскинче иртнĕ «Хĕрарăм, сан умăнта таятăп пуçăма» конкурс ялти чăваш хĕрарăмĕсен хальхи саманари пурнăç аталанăвне хывакан тÿпине, тăван халăхăн йăли-йĕркипе илемлĕ те çепĕç чĕлхине упрама тăрăшнине, çемье вучахне, тăнăçлăхне куç шăрçи пек упранине, Чăваш Енĕ чăннипех те мухтава тивĕç хĕрарăмсемпе пуяннине уçса пачĕ.
С.ЕФИМОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *