Суббота, 7 сентября

Министр районта пулнă

Министр районта пулнă

Июлĕн 23-мĕшĕнче ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов пирĕн районта пулнă. Район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Александр Красновпа пĕрле вăл Комсомольски тĕп больницин коллективĕпе тĕл пулса калаçнă.
Министр çитес пилĕк çулта республикăна тата сывлăх сыхлавне аталантармалли плансемпе паллаштарнă, ĕçре палăрнă медицина ĕçченĕсене наградăсемпе чысланă.
«ЧР Аслă экономика канашĕн ларăвĕнче республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев 2020—2025 çулсенче Чăваш Енĕн социаллă тата экономикăлла енĕсене комплекслă аталантармалли программăпа паллаштарчĕ. Çак программăн тĕллевĕ — Чăваш Ене Раççейри экономика ÿсĕмĕн центрĕсенчен пĕри туса хурасси. Документăн проектне стратегилле аталану çулĕсене тата хуласемпе районсен проблемăллă ыйтăвĕсене кĕртнĕ. Вĕсене татса памасăр республикăна малалла кайма йывăр пулать», — палăртнă Владимир Степанов.
Министр республикăри больницăсене юсас тата çĕнĕ больницăсем тăвас ĕç малалла пыни çинчен каланă. Сывлăх сыхлавĕнче унсăр пуçне те йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем пур. Вĕсенчен пĕри — кадрсем çитменни. Çÿлерех асăннă аталану программинче медицина ĕçченĕсен ĕç укçине ÿстермеллине, ипотека валли ятарлă условисем сĕнмеллине, урăх хуласенчен килнĕ специалистсене пурăнмалли вырăнпа тивĕçтермеллине тата ыттине те пăхса хăварнă.
Республикăра специализациленĕ медицина пулăшăвĕн пахалăхне ÿстерес енĕпе пикенсех ĕçлеççĕ. Çакна валли маршрутизаци йĕркине туса хунă, телемедицинăна аталантараççĕ. Çавăн пекех пандеми вăхăтĕнче пиншер çынна пулăшу кÿрекен «Вместе. Пĕрле» уникаллă проект вăй илнĕ. Ырă тăвакансене /волонтерсене/ хавхалантарасси çинчен Указ тухнă. Унпа килĕшÿллĕн волонтерсене валли ятарлă Хисеп палли çирĕплетнĕ.
Тĕлпулăва вĕçленĕ май Владимир Геннадьевич медицина ĕçченĕсене тăрăшса ĕçленĕшĕн, ырă кăмăллă пулнăшăн тав тунă, ĕçре çитĕнÿсем тума, çирĕп сывлăхлă пулма суннă. Пуçтарăннисем хăйсене пăшăрхантаракан ыйтусем тавра министрпа калаçнă. Вĕсенчен хăшне-пĕрне министр хăй тĕрĕслесе тăма шантарнă.
/ХАМĂР ИНФ./.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *