Суббота, 7 сентября

Район уй-хирĕсенче хĕрÿ тапхăр

Район уй-хирĕсенче хĕрÿ тапхăр

Ял хуçалăхĕнче тăрăшакансем пĕлеççĕ: выльăх-чĕрлĕхрен продукци нумайрах туса илес тесен ăна лайăх апатлантармалла. Çакна шута илсе районти хуçалăхсенче хĕл валли выльăх апачĕ хатĕрлес тесе ырми-канми тăрăшаççĕ.
Июлĕн 15-мĕшĕ тĕлне хуçалăхсенче пĕр çул ÿсекен курăксене пурĕ 466 гектар çинче, нумай çул ÿсекен курăксене 4225 гектар çинче çулнă. Пурĕ 8291 тонна утă /палăртнин 104 проценчĕ/, 12306 тонна сенаж /64 процент/, 2700 тонна силос /15 процент/ янтăланă. Утă хатĕрлес енĕпе «Асаново», «Слава», «Труд», «Восток», «Дружба» ЯХПКсем, «Искра», «Урожай» колхозсем, «Дубовка» ООО уйрăмах хастар. Сенаж хатĕрлессинче «Урожай» колхоз, «Дружба», «Восток» ЯХПКсем палăраççĕ.
К.ГИМАЛЬДИНОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *