Суббота, 7 сентября

Кандидатсемпе тĕл пулнă

Кандидатсемпе тĕл пулнă

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев пуçарăвĕпе республикăри хуласемпе районсенче ЧР Пуçлăхĕ пулма кандидатура тăратнисем вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен депутачĕсемпе тĕл пулаççĕ. Июлĕн 11-мĕшĕнче Комсомольскинче коммуникаци лапамне йĕркеленĕ.
Тĕл пулăва муниципаллă пĕрлешÿсен канашĕн ĕç тăвакан директорĕ Станислав Николаев уçнă. Вăл пуçтарăннисене ĕç регламенчĕпе паллаштарнă. Кандидатсене хăйсемпе паллаштарма тата ыйтусем çине хуравлама çичĕ минут панă. Районти депутатсен умĕнче ЧР Пуçлăхĕ пулма кандидатура тăратнă 10 çынран — пиллĕкĕшĕ — тухса калаçнă: Николай Степанов /»Российская партия пенсионеров за социальную справедливость»/, Александр Андреев /КПРФ/, Сергей Матвеев /»Патриоты России»/, Андрей Ильдеменов /уйрăм предприниматель/ тата Юрий Шакеев /граждăнла активист/. Тĕл пулу вăхăтĕнче кашни кандидат хăйĕн çинчен каласа панă, хăйсен программипе паллаштарнă.
Александр Андреев, хăйĕн программи çинчен каланă май, вăл виçĕ пайран — политика, экономика тата социаллă пай — тăнине палăртнă. Политика тĕлĕшпе ял тăрăхĕсен, хуласен тата муниципалитетсен пуçлăхĕсене тÿрремĕн суйлассине тавăрасси тĕп тĕллевсенчен пĕри пулса тăрать. «Пуçлăхсем суйлавçăсем умĕнче хăйсен яваплăхне туйччăр. Ку питĕ пĕлтерĕшлĕ», — палăртнă вăл. Çавăн пекех вăл референдумсем час-часах ирттермелле тесе шутлать.
«Манăн позици — республикăн кашни гражданинне пулăшмалла, никама та тимлĕхсĕр хăвармалла мар», — пĕлтернĕ «Патриоты России» парти тăратнă кандидат — Сергей Матвеев.
Андрей Ильдеменов курăмлă инвестици портфелĕпе килме шантарнă. «Тĕслĕхрен, республикăра нефть ĕçлекен завод тума калаçса килĕшни пур», — пĕлтернĕ вăл.
Николай Степанов, пирĕн районта çуралса ÿснĕскер, студентсен отрядĕнче ĕçленинчен пуçласа Шупашкар хула Пухăвĕн депутачĕ таран çитнĕ. Правительствăра чăн-чăн профессионалсем çеç пулмаллине палăртнă вăл.
Юрий Шакеева блогерствăпа обществăлла ĕç питĕ çывăх. Вăл влаçăн сывă критикине ырă ен тесе шутлать.
Хăйсемпе паллаштарнă хыççăн кашни кандидатах район Пухăвĕн депутачĕсен ыйтăвĕсем çине хуравланă.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *