Район çыннисем хăйсен гражданла тивĕçне пурнăçласса шанас килет

Район çыннисем хăйсен гражданла тивĕçне пурнăçласса шанас килет

Людмила Читнаева,

районти территориллĕ суйлав комиссийĕн председателĕн çумĕ:

«Сасăлав июлĕн 1-мĕшĕнче ирхине 8 сехетре пуçланать те 20 сехетчен  пырать. Апла пулин те сасăлав участокĕсем пĕр эрне маларах — июнĕн 25-мĕшĕнченех çынсене йышăнма тытăнаççĕ. Çакă коронавирус инфекцийĕ сарăлас  хăрушлăх пуррине пула сасăлав ирттернĕ чухне санитарипе эпидемиологи нормисене çирĕп  пăхăнса ĕçлеме тивнипе çыхăннă. Чи малтанах  участоксенче  сасăлама килнĕ çынсем харăсах нумайăн пухăнса  ан кайччăр тетпĕр. Аслăрах çулхисем тата сусăррисем патне килĕсене пырса сасăлаттарасси те сыхланса юлнă. Паллах, кун пирки комиссие маларах пĕлтермелле.  Сасăлавра пурин те сыхлăх йĕркине çирĕп пăхăнмаллине палăртас килет.  Участоксенче ÿт температурине виçеççĕ,  пĕр-пĕрин хушшинчи дистанцие пăхăнмалла, дезинфекци хатĕрĕсемпе усă курмалла.  Район çыннисем хăйсен гражданла тивĕçне пурнăçласса шанас килет.  Çĕршывăн тĕп саккунне кĕртнĕ тÿрлетÿсем пирĕнтен  кашнинех пырса тивнине манас марччĕ».

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *