Суббота, 7 сентября

Сĕт юханшывĕ куç умне лекмен

Сĕт юханшывĕ куç умне лекмен

«Сĕт юханшывĕ, кĕсел çыранĕсем çеç çук», — çакăн пек пуçланать пирĕн районти юханшыва сĕт-çу комбиначĕн каяшĕсене юхтарса кăларни çинчен cheb.ru сайта вырнаçтарнă информаци. Асăннă хыпар районта пурăнакансем хушшинче чылай калаçу хускатрĕ, халăха та хумхантарчĕ. Тĕрĕссипе каласассăн вара cheb.ru сайтра вырнаçтарнă сăнÿкерчĕксемпе видео тĕрĕслĕхпе килĕшсе тăмаççĕ. Сайтри информаципе паллашнă хыççăнах ятарлă комисси вырăна çитсе лару-тăрăва тишкернĕ, «Кĕтне» юханшывне нимĕнле каяш та юхса кĕмест, сĕт юханшывĕ куç умне лекмен — йăлтах йĕркеллĕ, тап-таса шыв юхса выртать. Апла пулсассăн ку информацие тĕплĕн тишкерме тивет. Тен, сăнÿкерчĕксем унччен, тимиçе çул каялла тунăскерсем, тен, кам та пулсассăн район чысне хурапа вараласшăн; Çавна май çитес вăхăтра прокуратура, полици, Роспотребнадзор ыйтăва уçăмлатаççех. Ку енĕпе ĕçлеме пуçланă. Чăнлăхпа килĕшсе тăман хыпар саракансен вара хăйсен саккун тăрăх явап тытмалла пулса тухма пултарать.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *