Суббота, 7 сентября

Никам та пурăнмасть – квитанци килет

Никам та пурăнмасть – квитанци килет

Йăлари хыт каяшсене турттарса тухнăшăн тÿлемелли квитанцисем çуртсăр-нимсĕр çĕр участокĕсем, никам пурăнман хваттерсемпе çуртсем çине те килеççĕ. Çакă республикăра пурăнакансене питĕ тĕлĕнтерет. Енчен те вĕсенче никам та пурăнмасть пулсан, вĕсенхыт каяшсем те çук вĕт-ха? Мĕншĕн тÿлемелле-ха?
Чăваш Ен йăлари хытă каяшсене çĕнĕлле тирпейлесси çине 2018 çулхи октябрь уйăхĕнче куçрĕ. Чи малтанах квитанцисем хатĕрленĕ чухне регионаллă оператор Федераллă информаципе адрес тытăмĕнчен адрессем илнĕ. Унта харпăрçăсен ячĕсем пулман. Çавăнпа та çурт-йĕр тумалли тĕллевлĕ кашни çĕр участокĕшĕнех квитанцисем хатĕрленĕ. Анчах та унта пурăнмалли çурт пурри çине тимлĕх уйăрман. Çапла вара регионаллă оператор кирлĕ даннăйсене ăçтан илмеллине йĕркелесе ярайман. Вăл тĕрĕс мар квитанцисем килекен çĕр участокĕсен харпăрçисем хăйсем кирлĕ даннăйсене килсе парасса кĕтет.
Çак лару-тăрăва влаç органĕсем те пăхса тухнă. ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев никам пурăнман çĕр участокĕсемшĕн квитанцисем ярса панине пăрахăçлама, лару-тăрăва йĕркене кĕртме хушнă.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *