Пур халăх та туслă

Пур халăх та туслă

— Паллă ĕнтĕ, 1993 çулхипе танлаштарсассăн, Раççей Федерацийĕн хальхи Конституцине йышăннă чухне пурнăçăн тата ĕç-хĕлĕн урăх условисем пулнă. Хальхи вăхăтра — урамра 21-мĕш ĕмĕр. Çĕршыв тата унăн территорийĕнче пурăнакан халăх та улшăннă.
Патшалăх ертÿçи «патшалăх тăвакан халăх» тезисĕ пирки шутлама чĕнсе каланă, ăна вырăс чĕлхипе пĕрлештерĕччĕç. Тÿрлетÿсемпе килĕшÿллĕн вара Раççей Федерацийĕ унăн пур халăхне те тăван чĕлхене упраса хăварма, ăна вĕренме тата аталантарма условисем туса пама шантарать. Сĕннĕ çав тÿрлетÿсем пирĕн пысăк çĕршывăн пур халăхне те пĕрлештерессе, вĕсене упраса хăварас тата аталантарас ĕçре хушма тĕллев пулса тăрасса шанас килет. Çавăн чухне кăна эпир Конституци çинчен Раççей Федерацийĕнче пурăнакан пур халăх та пĕр пек праваллă пулни пирки калама пултаратпăр.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *