Суббота, 7 сентября

Чапăрту – крепость хула

Чапăрту – крепость хула

Ĕлĕк-авал пирĕн тăрăхра авалхи хуласем пулнă. Вĕсем çинчен эпир ватă çынсем каласа панă, таврапĕлÿçĕсем тĕпчесе пĕлнĕ тăрăх пĕлетпĕр. X ĕмĕрте ĕлĕкхи Таяпа тата Тикеш хулисен никĕсĕсем çирĕпленме пуçланă. Таяпа крепость-хула Елчĕк районĕнчи Аслă Таяпа ялĕ вырăнĕнче пулнă. Тикеш хули Патăрьел районĕнчи Пăла юханшывĕн сылтăм çыранĕнче вырнаçнă. Çак икĕ хула пĕр-пĕринчен питех уйрăлса та тăман. Хуласем йĕри-тавра тарăн канавсем чавнă, каярахпа вĕсене шывпа тултарнă. Унтан крепость стенисене, башньăсене çĕкленĕ. Ун хыççăн тата тепĕр крепость стени хăпартнă, ун çумĕнче тарăн канав чавнă. Малалла виççĕмĕш стена вырнаçнă, унта кĕмелли пĕр алăк çеç пулнă. Икĕ хула çинчен чăваш халăх писателĕ, академикĕ М.Н.Юхма хăйĕн кĕнекисенче çырса кăтартнă.
1956 çулта паллă таврапĕлÿçĕ, учитель М.В.Спинов Патăрьел районĕнчи Тикеш ялĕнчи ватă çынран Александр Лисицынран ĕлĕкхи тепĕр хула çинчен йăхран йăха куçакан авалхи халапа çырса илнĕ. Вăл Комсомольски районĕнче Кĕтне юханшывĕ çывăхĕнчи çÿллĕ ту çинче Чапăрту ятлă хула пулни çинчен пĕлтернĕ. Çак хулана тутар-монголсем Тикеш хулине çунтарса янă хыççăн çитеççĕ. Чапăрту халăхĕ тăшмана парăнма шутламасть, нумай вăхăт хушши хÿтĕленет. Çулла та, кĕркунне те иртсе каять. Сивĕ хĕл кунĕсем çитеççĕ, вăйран кайнă паттăрсем апат-çимĕçсĕр малалла çапăçма вăй-хал çитереймеççĕ. Ытти хуласене пĕр эрне хушшинче çĕнтернĕ пулсан, ку хулана парăнтарма çур çул кирлĕ пулнă. Тутар-монголсен ханĕсем питĕ вăйлă тарăхнă, пĕтĕм халăха вĕлерме шут тытнă, хулана тĕпĕ-йĕрĕпе çунтарса янă. Анчах та çĕр айĕнчи çулсемпе хула халăхĕн пĕр пайĕ çăлăнать, çывăхри чăтлăх вăрманта çăлăнăç тупать.
Паянхи кун Чапăрту крепость-хула шăпине Кĕçĕн Каçал ялĕнче пурăнакан Чăваш Республикин хисеплĕ таврапĕлÿçи, халăх академикĕ Геннадий Воробьев тĕпчет. Вăл хулари пурнăçпа çыхăннă нумай япаласем тупнă. Çавна май çитес вăхăтра ĕлĕкхи хула çинчен тата та нумайрах пĕлме май килессе шанатпăр. Çак ĕçе хамăрăн ытти ентешсем те хутшăнасса кĕтетпĕр. Çитес вăхăтра Чапăрту хули çинчен кĕнеке çырса кăларсан та питĕ аван пулĕччĕ, хальлĕхе ун çинчен ниçта та çырса кăтартман-ха. Çăмăл мар ĕçре Геннадий Воробьева ăнăçу сунатăп!
П.ЗАЙЦЕВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *