Суббота, 7 сентября

Унăн паттăрлăхĕ – вилĕмсĕр

Унăн паттăрлăхĕ – вилĕмсĕр

Пирĕн çĕршыва фашистсем тапăнса кĕрсен совет халăхĕ кар тăрса тăшмана хирĕç çĕкленнĕ. Çамрăк каччăсем, вăйпитти арçынсем фронта тухса кайнă, хăйсен пурнăçне шеллемесĕр мирлĕ пуласлăхшăн кĕрешнĕ. Пурте пĕрле малалла талпăнса, çапăçура паттăрлăх кăтартса вĕсем ирсĕр фашистсене хăйсен йăвине каялла хăваласа яма хал çитернĕ. Вăрçă вăхăтĕнче чи пысăк паттăрлăхпа палăрнă салтаксене Совет Союзĕн Геройĕн ятне панă. Пĕлетпĕр ĕнтĕ: пирĕн районта кун пеккисем пиллĕкĕн. Паян вĕсенчен пĕрин — Константин Михайлович Антонов çинчен сăмах пырĕ.
Костя 1922 çулта Луцки салинче çут тĕнчене килнĕ. 1941 çулта Комсомольски вăтам шкулне вĕренсе пĕтернĕ. Тепĕр çултанах, 1942 çулхи июль уйăхĕнче, вăл фронта лекнĕ, миномет расчечĕн командирĕ пулнă. Чи малтанах Дон патĕнчи çапăçусене хутшăннă, Воронеж облаçĕнчи Коротояк хулине ирĕке кăларнă.
… 1943 çулхи сентябрĕн 26-мĕшĕ, ир. Синельниковăри Хĕрлĕ Çăлтăрлă 25-мĕш гварди дивизийĕн малти эшелонĕсем сулăсем çинче Днепрăн сылтăм çыраннелле ишеççĕ. Тăшман кун пеккине кĕтме те пултарайман. Вăл пирĕннисене çыран хĕрне çитсен çеç асăрханă. Çутăлса çитсен пирĕн хăюллă салтаксене тăшмансем тапăннă. Пĕр атакăна сирсе янă хĕрлĕ гвардеецсем, унтан теприне, тата теприне… Автоматчиксемпе пĕрле Костя Антоновăн минометчикĕсем те тăшмана «ăшалантарнă». Хĕрÿ çапăçу вăхăтĕнче батальонăн парторгне вилмеллех амантнă. Ун вырăнне парторга коммунистсем Костя Антонова суйланă. Вăл яланах малти ретре пулнă, хĕрлĕармеецсене хăйĕн тĕслĕхĕпе хавхалантарса пынă. 20-е яхăн атакăна пăхмасăр 3 талăк тытăнса тăнă гвардеецсем, хăйсен позицийĕсене çи-рĕплетме те май çитернĕ.
Пирĕн салтаксем Днепр па-тĕнчи плацдарма пĕр уйăх тăршшĕ анлăлатнă. Унтан, 1943 çулхи октябрĕн 29-мĕшĕнче тапăнăва кĕнĕ. Çакă Корсунь-Шевченко операцийĕн пуçламăшĕ пулнă. Ун вăхăтĕнче фашистсен çарне çапса аркатнă.
СССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн 1944 çулхи февралĕн 22-мĕшĕнчи Указĕпе Константин Антонова Совет Союзĕн Геройĕн ятне панă. Анчах та вăл çакăн хыççăн нумай та пурăнайман. 1944 çулхи мартăн 23-мĕшĕнче Одесса облаçĕнчи Казацкое ялĕ çывăхĕнче вăл хăйĕн салтакĕсене тăшмана хирĕç тапăнăва çĕкленĕ. Анчах та тăшман пульли унăн пурнăçне кĕтмен çĕртен татнă…
Мухтавлă ентеш ятне эпир ĕмĕр-ĕмĕр асра тытăпăр. Унăн хăюлăхĕ, паттăрлăхĕ халăх асĕнче яланах упранĕ.
Н.КАЛАШНИКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *