Çĕршывра чылай çыннăн карантин йĕркине пăхăнма тивсен те ял хуçалăхĕсенче ака ĕçĕсем хăйĕн йĕркипе пыраççĕ. Каламасăрах паллă, çурхи кун ял хуçалăх производство кооперативĕсен, фермер хуçалăхĕсен, колхозсен ертÿçисем тĕплĕн шухăшласа ĕçе йĕркелемесен, ĕçченсем чунне парса тăрăшса вăй хумасан кĕркунне тивĕçлĕ тупăш илеймĕн. Районти хуçалăхсенче хĕрÿ вăхăтра яланах ĕç вĕресе тăрать.
Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, июнĕн 1-мĕшĕ тĕлне районти хуçалăхсем çурхи тĕштырăпа пăрçа йышши культурăсене акса пĕтернĕ. Çĕрулмине 713 гектар çинче лартнă. Çакă планпа палăртнин 69 проценчĕ шутланать. «Комсомольские овощи» тата «Сюрбеево» ООО-сем, «Дружба» тата «Рассвет» ЯХПК-сен ĕçченĕсем иккĕмĕш çăкăра лартса пĕтернипе мăнаçланма пултараççĕ, «Слава картофелю» агрофирма — 91 процент, Самаринăн фермер хуçалăхĕ лартма палăртнин 90 процентне пурнăçланă.
Хуçалăхсенче пĕр ĕç те механизаторсемсĕр пурнăçланмасть. Вĕсен ĕç опычĕ, техникăна юсавлă тытни — ĕç тухăçлăхĕн пĕлтерĕшлĕ факторĕ. Çак кунсенче «Сюрбеево» ООО уй-хирĕнче çĕрулми лартнипе паллашрăмăр. Кунта хастар механизаторсемпе ĕçченсем тăрăшаççĕ. Иккĕмĕш çăкăра лартма опытлă тракториста Павел Долгова шаннă, сажалка çинче Александр Яковлевпа Александр Комиссаров тимлеççĕ. Валерий Комиссаровпа Владимир Артемьев водительсем çĕрулми вăрлăхне вырăна вăхăтлă илсе çитереççĕ. Геннадий Волков тракторист минераллă удобренипе тивĕçтерет, Алексей Павлов опрыскивательпе тăрăшать.
Уй-хирсенче техника шавĕ кĕрлени кăмăла çĕклет, ĕçченсем яваплăха туйса ĕçлени кĕрхи тупăш пуян пуласса шантарать.
С.ЕФИМОВА.