Инфекци хăвăрт сарăлать

Инфекци хăвăрт сарăлать

Икĕ уйăха яхăн ĕнтĕ коронавируса пула самоизоляцире ларма тивет. Ку йĕрке чылайăшне йăлăхтарса та çитерчĕ пуль, апла пулин те, хальлĕхе çăмăллăн сывласа яма çук. Республикăра чир ернисен шучĕ кунсерен 80—90 çын хушăнса пырать. 11 çын çак чире пула пурнăçран уйрăлнă. Районта та лару-тăру çăмăл мар. Майăн 17-мĕшĕ тĕлне чир ернĕ 38 çын пулнă пулсан, тепĕр эрнерен — майăн 25-мĕшĕ тĕлне — вĕсен шучĕ 62 çынна çитнĕ. Çапла вара, инфекци питĕ хăвăрт сарăлса пынине куратпăр. Районта коронавируса пула пурнăçран уйрăлнисем те пур. Вĕсем — иккĕн.
Паллах, никамăн та çак хăрушă чире ертсе вăрах вăхăт сипленес, сывлăха хăрушлăха лектерес, тăвансене, çывăх çынсене чир ертсе нушалантарас килмест. Çавăнпа та паянхи лару-тăрăва шута илсе профилактика мерисене тĕплĕн тытса пыма тăрăшар, сăлтавсăрах йышлăн пуçтарăнар мар, харпăр хăй гигиена нормисене çирĕп пăхăнар.
Сăмах май, районти ялсенче кашни кунах профилактика рейчĕсем иртеççĕ. Вĕсен вăхăтĕнче çынсем обществăлла вырăнсенче маскăсем тăхăннине, социаллă дистанцие тытнине тĕрĕслеççĕ, йĕркене пăхăнманнисене явап тыттараççĕ.
Н.КАЛАШНИКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *