Мария Илларионова, Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ:
«Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе 75 çул çитрĕ. Уява урăхларах форматпа ирттерме тиврĕ пулин те вăл асра юлмалла иртрĕ. Социаллă сетьре йĕркелесе янă «Вилĕмсĕр полк» акцие республикăра пурăнакан кашни çын хутшăнчĕ пулĕ тесе шутлатăп. Майăн 9-мĕшĕнче, Аслă Çĕнтерÿ кунĕнче, эпир ял тăрăхĕнче пурăнакан ветерансене киле çитсе саламларăмăр. Вĕсен куçĕсенче савăнăç куççулĕ палăрчĕ. Пире мирлĕ пурнăç парнеленĕ çынсемпе эпир чăннипех мухтанатпăр. Уяв темĕнле майпа иртсен те вăл пирĕнешĕн çутă та пысăк уяв. Вăл пире пĕрлештерет. Онлайн мелпе йĕркеленĕ акцисене мĕн чухлĕ çын хутшăнчĕ пуль. Çак кун çуртсемпе хваттерсенчен илемлĕ юрăсем илтĕнчĕç. Чÿречесене те Çĕнтерÿ уявĕ тĕлне илемлетни савăнтарать. Эпир туслă та маттур халăх нимĕнле чăрмавран те хăрамастпăр».