Çĕнĕ йĕрке, ырă пулăм кирлех

Çĕнĕ йĕрке, ырă пулăм кирлех

Геннадий Ефремов, Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕн пуçлăхĕ:

—  Конституци — пуриншĕн те Тĕп саккун. Ăна кашни гражданин çирĕп пăхăнмалла, çав вăхăтрах саккунра çырнă ирĕксемпе те туллин усă курмалла. Раççей Конституцине кĕртме сĕнекен шухăшсем чăн малтанах хальхи пурнăçа ырă енне улăштарассипе, граждансене социаллă гарантисем парассипе çыхăннă. Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть. çулсеренех аталанать, улшăнать, çавăнпа та Конституцире те паянхи кун таппипе çыхăннă çĕнĕ шухăш, çĕнĕ йĕрке, ырă пулăм кирлех.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *