Улшăнусем кĕртни пирĕн халăх пурнăçне малалла аталанма пулăшакан май пулĕ

Улшăнусем кĕртни пирĕн халăх пурнăçне малалла аталанма пулăшакан май пулĕ

Николай Курчаткин, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ:
«Эпир 1993-мĕш çултанпа Конституцие пысăк улшăнусем кĕртмен пулнă. 26 çул ытла иртсе кайрĕ ĕнтĕ. Калас пулать, 1993 çулта пирĕн пĕр тĕрлĕ Раççей пулнă, халĕ вăл чылай лайăхрах аталаннă. Пирĕн экономика та вăйлăрах, çĕршыв лайăх енне улшăнса пырать. Çавăнпа та çак улшăнусене кĕртме, чăнах та, вăхăт çитнĕ тесе каласшăн. Улшăнусенче лайăх самантсем нумай. Сăмахран, Конституцие чи пĕчĕк ĕç укçи пурăнма май паракан шайран пĕчĕк пулмалла маррине кĕртсе хăвараççĕ. Шанас килет ĕнтĕ: çакăн хыççăн, чăнах та, Раççейре чухăнрах çынсем сахалланаççĕ пуль тетĕп. Мĕншĕн тесен çав укçа çынсене пурăнма, кашни кун çителĕклĕ апат çиме, ăна-кăна туянма çитмелле.
Унсăр пуçне те тĕрлĕрен улшăнусем чăнах та нумай. Раççей Конституцийĕ пирĕн хамăрăн саккунсене вăй памалла. Вĕсем тĕнчери тĕрлĕ саккунсенчен çÿлерех тăмалла. Çак улшăнăва Конституцие кĕртнĕ хыççăн тĕнчери судсен йышăнăвĕсене пăхăнмасан та юрать.
Раççей çумне яланах çĕрсем хушăнса пынă. Çĕнĕ улшăнусене кĕртнĕ хыççăн Раççей çĕрĕсене ытти çĕршывсене пама юрамасть. Çакна Конституцире çирĕплетсен, малалла кун пек ыйтусене сÿтсе те явмаççĕ. Унсăр пуçне куратпăр ĕнтĕ: Раççей Правительстви пуçлăхне, унăн çумĕсене, министрсене, Конституци сучĕн членĕсене, Верховнăй судăн судйисене, федераллă судьясене лартас умĕн малашне вĕсене Федераци канашĕ, Патшалăх Думи, вĕсенчи депутатсемпе сенаторсем сÿтсе явĕç. Кайран анчах пирĕн çĕршыв Пуçлăхĕ вĕсене çирĕплетĕ.Çакă малалла Раççее аталанма пысăк улшăнусем парать пуль тесе шутлатăп.
Унсăр пуçне министрсен, влаç тытăмĕнче ĕçлекенсен малашне икĕ гражданство пулмалла мар. Раççейре 25 çулран кая мар пурăнакан çын кăна Раççей Президенчĕ пулма пултарать. Вăл урăх çĕршывсен гражданствинче пулма пултараймасть. Çакăн йышши улшăнусем пирĕн регионсен пуçлăхĕсене те пырса тивеççĕ. Ман шутпа, Раççей Конституцине çакăн пек улшăнусем кĕртни пирĕн халăх пурнăçне малалла аталанма пулăшакан май пулĕ».

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *