Пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем йĕркеленсе ура çине тăрса, вăй илсе ĕлкĕреймен-ха. Фашистла Германи пирĕн çĕршыв çине тапăнса кĕрсен хăрушă вăрçă пуçланать. Пирĕн ял вăл вăхăтра Первомайски районне кĕнĕ. Сывлăхлă арçынсене Первомайски çар комиссариатне пуçтарнă. Эпир, 5—6 çулсенчи ачасем, аслă çул хĕрринче выляттăмăр. Урапа çине 8—9 кутамкка тиенĕ лавсем ирте-ирте каятчĕç. Урапа хыçĕнче тĕреклĕ 8—9 арçын утса пыратчĕ. Вĕсене Первомайскинчи çар комиссариатĕнчен Йĕпреçе поезд çине ăсатнă. Тăван ялтан, юратнă çемьерен уйрăлса кайма мĕнле чăтăмлăх çитнĕ-ши; Йÿç Шăхаль ялĕнчен 130 ытла арçын тата пĕр хĕрарăм фронта тухса кайнă. Вĕсенчен чылайăшĕ вăрçă хирĕнче выртса юлнă. Нумайăшĕ инвалид пулса таврăннă. Хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнă салтаксене орден-медальпе чысланă. А.Ф.Хромов, И.Г.Герасимов, А.Францев, В.М.Ефремов, И.В.Курбатин, М.В.Еремеев, И.П.Павлов, Н.К.Зотов, Н.М.Козлов, Е.А.Длинов, И.Ф. Мулгачев, К.А.Илларионов, П.П.Галкин правительство наградисене илме тивĕçлĕ пулнă.
Ялта чылай килтен виçшер, тăватшар арçын вăрçă хирне тухса кайнă. Фадей Мулгачевăн тăватă ывăлĕ вăрçа кайнă, икĕ ывăлĕ каялла таврăнайман. Николай Алексеевпа Василий ывăлĕ те вăрçă хирне выртса юлнă. Пĕртăван Саватипе Максим Архиповсем, иккĕшĕ те каялла таврăнайман. Василий Курбатинăн виçĕ ывăлĕ вăрçа кайнă, пĕр ывăлĕ пуçне хунă, иккĕшĕ инвалид пулса таврăннă. Кузьма Козловăн виçĕ ывăлĕ фронта кайнă, икĕ ывăлĕ — Алексейпе Никифор — вăрçă хирне выртса юлнă. Алексей Козловăн та виçĕ ывăлĕ вăрçа кайнă, иккĕшĕ — Михаилпа Пантелеймон — киле таврăнайман. Константин Красновăн икĕ ывăлĕ — Павелпа Марк — вăрçăра пуçĕсене хунă. Клементий Зотовăн тăватă ывăлĕ вăрçăра пулнă, иккĕшĕ аманса инвалид пулса юлнă. Тата нумай-нумай çемьесем çухату тÿснĕ.
18 тултарайман çамрăксене ФЗОна /фабричное заводское обучение/ янă. Заводсемпе фабрикăсенче ĕçлеме рабочисем кирлĕ пулнă. Заводсенче ĕçлекен арçынсене фронта ăсатнă, вĕсене улăштарма çамрăксене вĕрентмелле пулнă. Пирĕн ялтан Федор Федоров, Иван Дюкин, Федор Демешкин, Михаил Носков сывлăхĕсене çухатса таврăнчĕç. Яла инвалидсем, ватă стариксемпе хĕрарăмсем тата ачасем юлчĕç. Пĕтĕм ĕç хĕрарăмсемпе ачасем çине тиенчĕ. Хĕрарăмсене Улатăр çывăхне вăрман касма яратчĕç. Аслăрах ачасем окопсем чаватчĕç. Йÿç Шăхаль ялĕнче те пилĕк окоп чаврĕç.
Ял хуçалăхĕнче ĕç хатĕрĕсем те, ĕç вăйĕсем те çитместчĕç. Лашасене фронта илсе кайрĕç. Ялта вăкăрсемпе ĕнесене кÿлме вĕрентрĕç. Хирти ĕçсене пĕтĕмпех алă вăйĕпе тунă. Хĕрарăмсем çурлапа тырă выратчĕç. Хăшпĕр чух пучахсем тăкăнса юлатчĕç. Пучахсене пуçтарма пире яратчĕç. Эпир шкула çÿрекен пир сумккасене çакса пучах пуçтараттăмăр. Ун чухне пурин те пĕр тĕллев пулнă: çĕнтерĕве çывхартасси.
Пирĕн çак чи пысăк ĕмĕт пурнăçланчĕ: вăрçă чарăнни çинчен пĕлтерчĕç. Пĕтĕм халăх савăнать, эпир те питĕ хĕпĕр-терĕмĕр. Анчах та савăнăçлă хыпар кашни килех çитеймерĕ, мĕншĕн тесен 64 салтак тăван яла, тăван киле çаврăнса килеймерĕ. Вăрçă хирне выртса юлчĕç вĕсем. Сывă юлнă салтаксене те тÿрех килĕсене ямарĕç, Япони чиккине сыхлама хăварчĕç. 1945 çулхи сентябрĕн 2-мĕшĕнче Аслă çĕнтерĕве çывхартнă салтаксене килĕсене таврăнма ирĕк пачĕç.
Вăрçă чарăннă хыççăн пурин те пĕр тĕллев пулнă: юхăннă хуçалăха ура çине тăратасси. Пурте чухăн, пурте выçă, пирĕн — вăрçă ачисен — çĕр çинче ÿсекен çимен курăк та юлман. Пахча çимĕçсем шăтсан чĕкĕнтĕр, кишĕр, купăста çулçисенчен апат хатĕрлесе çинĕ.
Колхозăн 12 ĕне пулнă, вĕсене Варвара Герасимова, София Мешкова пăхатчĕç. Первомайскинче сĕт цехĕ ĕçлетчĕ. Сунă сĕте ĕне кÿлсе флягăпа унта леçетчĕç. Выльăх апачĕ çитмен колхозăн, ĕнесемсĕр пуçне кÿлекен вăкăрсем тата темиçе лаша пурччĕ. Тырă кĕлечĕсен тăррине сÿтсе кивĕ улăма выльăха çитеретчĕç. Хирти ĕçсене тума ĕç вăйĕ çителĕксĕр пулнă. Хирсене кĕреçепе чавнă, кунтăк çакса тухса тырă акнă. Вăкăрсемпе сÿрелесе вăрлăха варăнтарнă.
1948 çулта эпир те ĕçе кÿлĕннĕ ĕнтĕ. Колхоз председателĕнче Василий Фадеевич Мулгачев ĕçлетчĕ. Колхоз ЗИС-5 маркăллă груз турттаракан автомашина туянчĕ. Куншăн эпир питĕ савăнтăмăр. 1949 çулта тырă аван пулчĕ. Кĕркунне тыр-пула пуçтарса кĕртсен ĕç кунне шутласа тырă валеçсе пачĕç.
1950 çулта правительство вак хуçалăхсене пĕрлештерме йышăнчĕ. Ку йышăну пирĕн пата та çитрĕ. Ким колхозпа Литвинов колхоза пĕрлештерсе Шверник ячĕпе хисепленекен колхоз турĕç. Колхоз председателĕ пулма Татьяна Степановна Тимофеевăна суйларĕç. Татьяна Степановна пур ĕçе те ăнланатчĕ, чăн-чăн хуçалăх ертÿçиччĕ. Ĕçе пикенсенех правлени ларăвĕ ирттерчĕ. Пĕрремĕш ыйту — хуçалăха аталантарасси. Татьяна Степановна малтанах стройкăран пуçламалли, строительство материалĕсем кирли çинчен пĕлтерчĕ. Вырăнта саман кирпĕчĕ çапса хуçалăхра унпа усă курма сĕнÿ пачĕ. Председатель сĕнĕвне ырласа эпир кар тăрса ĕçе кÿлĕнтĕмĕр. Юнтапа çырми хĕррине тăм çăрмалли вырăн турĕç, çырмана пĕвелерĕç, çынсене канма хÿшĕ туса пачĕç. Эпир, çамрăк ачасем, сăрт айккинчен тăм турттараттăмăр. Тăмпа шыв çине кивĕ, çĕрнĕ улăм-арпа хушса çăрса кирпĕч çапатчĕç. Ку ĕçсене пурне те вăкăрсемпе пурнăçланă. Хамăр çапнă кирпĕчрен колхоз 4 вырăнлă гараж, электроподстанци çуртне, чăх вити купаларĕ.
Татьяна Степановна тăрăшнипе Юнтапапа Йÿç Шăхаль ялĕсене электричество çитрĕ. ДТ-54 маркăллă трактор моторĕпе генератора çавăрттарса икĕ яла çутăпа тивĕçтерчĕç. Председатель тăрăшнипех колхоз хăма çуракан рама туянса ĕçе кĕртрĕ. Татьяна Степановнăн ĕçри пултарулăхне, çитĕнĕвĕсене кура Первомайски парти райкомĕпе рай- ĕçтăвкомĕ тата ЧАССР Аслă Канашĕн президиумĕ ăна темиçе хутчен Тав хучĕсемпе чысларĕç. Т.Тимофеевăна ЧАССР Аслă Канашĕн депутачĕ пулма та суйларĕç.
Колхоз хăй вăйĕпе йывăçран пысăк клуб туса лартрĕ. Эпир çак клуба тума Кире тата Шăмăршă вăрманĕсенчен йывăç турттарнă. 1959 çулта Т.С.Тимофеевăна партин аслă шкулне вĕренме ячĕç. Çавна май Йÿç Шăхаль ялĕнче пуху ирттерчĕç. Унта райĕçтăвком председателĕ Георгий Иванович Савинов хутшăнчĕ. Кун йĕркинче пĕр ыйту — председатель суйласси. Шăхальсем Аким Федорович Хромова, Юнтапасем Егор Федорович Морозова кандидата тăратрĕç. Пуху шавлă иртрĕ, Татьяна Степановна сĕнĕвĕпе килĕшÿллĕн, Е.Ф.Морозова колхоз председателĕ пулма суйларĕç.
1959 çулта правительство хушăвĕпе вак хуçалăхсенчен пысăк хуçалăхсем йĕркелеме пуçларĕç. Шурут, Шурут-Нурăс, Тутар Шуручĕ, Йÿç Шăхаль тата Юнтапа ялĕсене «Рассвет» колхоза пĕрлештерчĕç. 1991 çулта Йÿç Шăхальпе Юнтапа ялĕ пĕрлешсе «Победа» хуçалăх туса хучĕç. Председатель пулма Александр Петрович Алексеева суйларĕç.
Эпир, çакăн пек мирлĕ пурнăç туса панăшăн вăрçăра пуçĕсене хунă салтаксене, вăрçăран сывă таврăннă ентешсене тата тыл ĕçченĕсене ĕмĕр-ĕмĕрех пуç тайса асра тытатпăр.
Н.АРХИПОВ.