Çĕнĕ мелсемпе улталаççĕ

Çĕнĕ мелсемпе улталаççĕ

Коронавирус тĕнче тăрăх сарăлнине кура ултавçăсем те çын укçине сăптăрса илме çĕнĕ мелсем шыраççĕ. Килтен тухмасăр ларнă чухне те шăнман пăр çине ларма пулать.
Мартăн 30-мĕшĕнче 34 çулти Шупашкар çынни магазина кайнă чухне унăн çулне марльăран тунă маскăллă икĕ арçын пÿлнĕ. Вĕсем халĕ килтен тухса çÿреме юраманни çинчен асăрхаттарнă, апат-çимĕç туянма пулăшма шантарса банк карттине е укçа пама ыйтнă. Хĕрарăм «пулăшупа» усă курма килĕшмен. Халĕ полици ĕçченĕсем ку ĕçе тĕпчеççĕ, çын укçипе усă курас тенĕ арçынсене шыраççĕ.
РФ ШĔМĕн «Комсомольский» уйрăмĕ пурне те асăрхануллă пулма ыйтать. Ултавçăсем темĕнле мел те шутласа тупаççĕ: тĕлĕнмелле хаклă эмел туянма сĕнеççĕ, тăванăрсене сипленме укçа кирли пирки калаççĕ, банк ĕçченĕсем пек пулса шăнкăравлаççĕ тата ытти те. Нихăçан та палламан çынсене укçа куçарса ан парăр, хăвăрăн банк карттин реквизичĕсене ан пĕлтерĕр.
Енчен те палламан çынсем иккĕленÿллĕ сĕнÿсемпе шăнкăравлаççĕ пулсан, полици ĕçченĕсене пĕлтерĕр. Палламан çынсене хваттере е çурта ан кĕртĕр, вĕсем сĕннине пурнăçличчен çывăх çыннăрсемпе канашлăр.
Р.ЗАЙНУЛЛИН.

Ç

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *