Тылра та паттăрлăх кăтартнă

Тылра та паттăрлăх кăтартнă

Нумаях пулмасть районти Обществăлла канашăн ларăвĕнче Шупашкара «Ĕç паттăрлăхĕн хули» Хисеплĕ ята парассине сÿтсе явнă.
Районти Обществăлла канашăн председателĕ И.Х.Миннетуллин Чăваш Республикин Обществăлла палати Аслă Отечественнăй вăрçăри Çĕнтерĕве çывхартас ĕçе чылай тÿпе хывнăшăн Шупашкар хулине çÿлерех асăннă хисеплĕ ята пама ыйту тăратни çинчен пĕлтернĕ. Илдус Хадзятович Чăваш Енри тата Шупашкарти тыл ĕçченĕсен паттăрлăхĕ çинчен кĕскен каласа кăтартнă, вĕсен ырми-канми ĕçне аса илтернĕ. Канашлăва хутшăнакансем кун йĕркинче палăртнă шухăша тĕплĕн сÿтсе явнă, Шупашкара «Ĕç паттăрлăхĕн хули» Хисеплĕ ята парассине ырласа йышăннă.
Вăрçă вăхăтĕнче Шупашкартан пурĕ 13632 çынна фронта илсе кайнă, ку вăл кунта пурăннă çынсен пĕрре виççĕмĕш пайĕпе танлашнă. Республика территорине эвакуаципе куçарса килнĕ 28 предприятирен çуррине яхăн Шупашкарта вырнаçтарнă. Çав шутра: типографисем, атă-пушмак, пир-авăр, чăлха, табак фабрикисем, электромеханика хатĕрĕсен завочĕ тата ытти те. 1941 çулхи июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне Шупашкарти промышленноç предприятийĕсенче 4,5 пин çын ĕçленĕ, тепĕр çур çултан вĕсен шучĕ 9,3 пин çынпа танлашнă.
Резинотехника хатĕрĕсен завочĕ, электроаппаратсен завочĕ вăрçă вăхăтĕнче питĕ кирлĕ техника пайĕсем, ракетăсемпе çутатакан бомбăсем туса кăларнă. Лайăх ĕçленине кура вĕсене нумай хутчен тĕрлĕ Хисеп паллисемпе наградăланă. Шупашкарти Ленин ячĕллĕ çĕвĕ фабрики салтаксем валли тум-тир çĕленĕ. Тĕрлĕ артельсем кăçатăсем, йĕлтĕрсем, патрон сумкисем тата салтаксене кирлĕ ытти хатĕрсем ăсталанă.
Çапла вара Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче Чăваш Енре хÿтĕлев валли тĕрлĕ продукци туса кăларакан çĕнĕ отрасльсем ĕçе пикеннĕ. Пĕтĕмĕшле пысăк предприятисем туса кăларнă продукци шайĕ вăрçă умĕнхи çулсемпе танлаштарсан 23 хут ÿснĕ.
И.МИННЕТУЛЛИН.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *