Çанталăк ăшăтнă май республика территорийĕнчи вăрмансенче, хирсенче пушар тухас хăрушлăх ÿсет. Акă, шăматкун Чăваш Енре типĕ курăк хыпса илнĕ тĕслĕхсем нумай пулнă, Атăл леш енче, çынсем каннă вырăнсенче, 40 ытла хутчен çулăм тухнă. Çавăнпа пурин те вăрмансенче, кÿлĕ-юханшыв таврашĕсенче çÿренĕ чухне питĕ тимлĕ пулмалла, пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене пăхăнмалла, йывăçсем хушшинче кăвайт чĕртмелле мар.
Çутçанталăкра каннă хыççăн çÿп-çап пăрахса хăвармалла маррине пурте пĕлетпĕр ĕнтĕ. Хĕвел çинче хĕрсе выртакан хут татăкĕнчен е кĕленче ванчăкĕнчен пушар тухма пултарать. Çавăн пекех вăрманта кăвайт чĕртмелле мар, чĕртнĕ пулсан ăна питĕ тĕплĕн сÿнтерсе хăвармалла.
Енчен те типĕ курăк çуннине асăрхарăр пулсан, ăна сÿнтерме тăрăшăр е çакăн çинчен 101 номерпе шăнкăравласа пĕлтерĕр.
Юлашкинчен тепĕр хут аса илтеретпĕр: хальхи кану кунĕсем — пĕрле пуçтарăнса уçă сывлăшра канмалли, шашлăк пĕçермелли кунсем мар. Пушă вăхăта ытларах килте ирттересчĕ, усал чире сарăлма парас мар тесе çирĕплетнĕ йĕркене пăхăнасчĕ.