Савăнăçлă, хаваслă иртрĕ уяв

Мартăн 10-мĕшĕнче Шупашкар хулинче, «Шупашкар-Арена» пăр керменĕнче Чăваш автономи облаçне йĕркелесе янăранпа 100 çул çитнине анлăн паллă турĕç. Мероприятие тĕп хула çыннисем çеç мар, республикăн тĕрлĕ хулисемпе районĕсенчен килнисем те хутшăнчĕç. Курма килнисем çеç тата мĕн чухлĕн! Пурин сăн-питĕнче те савăнăçлă кулă. Эпир пурте пĕрле 100 çулхи юбилее хаваслă кăмăл-туйăмпа кĕтсе илетпĕр, пире пурне те «Пĕрле» сăмах пĕрлештерсе тăрать!
Театрализациленĕ представленире юратнă Чăваш Ен кун-çулне, унăн аталанăвне, савăнăçлă саманчĕсемпе хурлăхлă кунĕсене туллин çутатса пачĕç.
Керменĕн тĕп лапамне 21 районпа 9 хулан маттур çыннисем тухрĕç. Çак йышра Каçал тăрăхĕн маттур та пултаруллă ывăл-хĕрĕсем те пулчĕç. Кашни районпа хула çинчен тем чухлĕ ыррине, лайăххине калама пулать. Вĕсен ывăл-хĕрĕсем тăван хутлăхшăн ывăнма пĕлми вăй хунă, тăшманпа çапăçнă, ача-пăча çуратса ÿстернĕ.
«Шупашкар-Арена» пăр керменне пухăннисене Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев паллă пулăмпа саламларĕ. Çак уяв тăван республикăна халалланă мероприятисен марафонне уçаканĕ пулнине палăртрĕ. Пур ĕçе те пĕрле кар тăрса ĕçлени, савăнăçа та пĕрле пайлани чăваш халăхĕшĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ вăл. «Çавăнпа уява çыхăнтаракан, пĕр чăмăра пуçтаракан чĕнÿ те — «Пĕрле» сăмах», — терĕ Олег Алексеевич.
Чăваш автономине йĕркелесе янăранпа 100 çул çитнине халалланă Асăну медалĕпе СССР халăх артисткине Вера Кузьминана, Шупашкар тата Чăваш митрополитне Варнавăна, Шупашкар хулин хисеплĕ Гражданинне Иван Долгушина наградăларĕç.
Тĕлĕнмелле пысăк уяв пулчĕ. «Шупашкар-Арена» пăр керменĕнче спектакль пек йĕркеленĕ уява республикăри 600 яхăн паллă артист хутшăннă. Уяв курма вара 4 пин ытла çын килсе çитнĕ.
«Чуна пырса тивмелле, савăнăçлă, чылайлăха асра юлмалла уявра пултăмăр паян», — пĕлтерчĕç район делегацийĕн йышĕнчисем.
Николай ГАЛКИН,
«Кĕтне» ентешлĕх членĕ:
«Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитни — чăннипех те паллă пулăм. Пĕр ĕмĕр хушшинче пирĕн халăх мĕн витĕр кăна тухман, темĕн тĕрлĕ йывăрлăха та лекнĕ. Апла пулин те, пĕтĕм терт-нушине чыслăн чăтса ирттернĕ, чăваш ятне çĕре ÿкермен. Çавна май кăçалхи юбилей çулталăкне республикăра тĕрлĕ енлĕн, анлăн уявлама чылай малтан палăртса хунă. Мартăн 10-мĕшĕнче вара юбилей çулталăкне савăнăçлă лару-тăрура, питĕ мăнаçлăн уçрăмăр. Ку мероприятие республикăн чи маттур та пултаруллă, ĕçпе хисепе тивĕçнĕ ывăл-хĕрĕсем пуçтарăнчĕç, Чăваш Енре чăннипех те талантлă, хастар та пуçаруллă, ĕçчен те тăрăшуллă çынсем пурăннине кăтартса пачĕç. Мероприяти чи çÿллĕ шайра иртрĕ».
Альбина КОКШИНА,
Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ:
«Шупашкар-Арена» Пăр керменĕнче тĕлĕнмелле пысăк уяв иртрĕ. Унта хутшăннă май тăван ен историйĕпе, ял хуçалăхĕнчи, сывлăх сыхлавĕнчи, вĕренÿри, культурăри, спортри тата ытти сферăри çитĕнÿсемпе, республикăн паллă çыннисемпе паллашса хамăн тăван республикăпа, хам çак тĕлĕнмелле илемлĕ тăрăхра пурăннипе ти-вĕçлипех мăнаçлантăм. Уява ирттерме ахальтен мар «Пĕрле» чĕнĕве суйланă. Эпир пĕрле çанă тавăрса ĕçлесен, çитĕнÿсем патне талпăнсан республикăмăр ятне çÿлтен çÿле çĕклеме пултарăпăр. Пĕрлĕхре — пирĕн вăй».

А.МАРИЯН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *