Четверг, 25 апреля

Шкулсенче – хÿтĕлевпе спорт уйăхлăхĕ

Шкулсенче – хÿтĕлевпе спорт уйăхлăхĕ

Февралĕн 17-мĕшĕнче Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче тĕрлĕ çулти спортсменсем автомодельсемпе тупăшрĕç. Хутшăнакансем пĕр-пĕрне хавхалантарма, пулăшма тăрăшни кăмăллă пулчĕ. Хĕрачасем те арçын ачасенчен кая юлмарĕç. Жюри членĕсем автомодельсен пахалăхне, хăвăртлăхне хак пачĕç. Çак шкултах февралĕн 19-мĕшĕнче «Идущие вперед» волонтер команди тата аслă классенче вĕренекен ачасен совечĕ пуçарнипе тирта винтовкăран тĕл перессипе ăмăрту иртрĕ. Унта Комсомольски 1-мĕш тата 2-мĕш вăтам шкулĕсенчи аслă классенче вĕренекен ачасем тупăшрĕç. А.Сумзина, В.Иванов, А.Свинина лайăх кăтартусемпе палăрчĕç.

Ç

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *