Вторник, 7 февраля

Пуласлăхшăн пуçне хунă

Пуласлăхшăн пуçне хунă

Атте ман вилнĕ вăрçăра, вăтăр виççĕре,
Ăна пытарнă ют çĕрте инçетре,
Ĕмĕрлĕхех вăл юлчĕ унта выртса
Чечексемпе илемлетнĕ тăванлăх масарĕнче.
Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче совет халăхĕ пысăк çĕнтерÿ тунă. Унта ман атте те хутшăннă, пирĕн пуласлăхшăн юн тăкнă. Малтанлăха эпир атте ăçта пуç хунине, ун вилтăпри хăш вырăнта пулнине те пĕлмен. 20 çул каялла тĕрлĕ çĕре çырусем ярса унăн вăрçăри çул-йĕрне, ăçта пытарнине пĕлме май килчĕ. 1942 çулхи пĕр хаяр çапăçура Иван Яковлевич Нюкин Калуга облаçĕнчи Сухиничи районĕнчи Середейск поселокĕ çывăхĕнче пуç хунă. Унти тăванла масара пытарнă ăна. Обелиск çинче И.Я.Нюкин ячĕ те пур. Эпĕ те унта пулса куртăм. Поселокра пурăнакансем, пуçлăхсем мана тарават кĕтсе илчĕç.
И.Я.Нюкин вăрçăччен Комсомольски лесничествинче ĕçленĕ. 1941 çулта вăрçăн малтанхи кунĕсенчех фронта тухса кайнă. Декабрь уйăхĕнчен пуçласа Рязань, Тула, Смоленск облаçĕсенчи ялсене, хуласене ирĕке кăларассишĕн пынă тытăçусене хутшăннă. Ăна 1942 çулта «Паттăрлăхшăн» медальпе наградăланă. Вăрçăра кашни самант хăрушă пулнă. Аттесем тупăсене алăпа туртса пынă, пехотăран юлман. Тăшман вăйлă персе тăнă вăхăтра тупăсене илсе çитерсе фашистсем вут-çулăм тăкакан вырăнсене — точкăсене пĕтернĕ, пехота валли çул уçса панă. Наводчик амансан И.Я.Нюкин ун вырăнне тăнă. Сухиничи патĕнче пехота хăйĕн позицийĕсенчен чакнă пулин те, И.Я.Нюкинăн взвочĕ тăшманпа малалла çапăçнă, каç пулсан çеç урăх çĕре куçнă. Çак тăрăхра унăн куçĕсем ĕмĕрлĕхех хупăннă та ĕнтĕ.
Эпĕ аттепе чăннипех те мухтанатăп. Хаяр çапăçусенче юн тăкнă, вăрçă хирĕнче выртса юлнă пиншер çынна асран кăлармалла мар. Вĕсем пирĕн пуласлăхшăн кĕрешнĕ. Эпир те, вăрçă ачисем, çав кунсене манмастпăр. Çуркунне çĕрулми хирне крахмал пуçтарма çÿрени, хĕрлĕ кăшман çулçинчен çăра яшка пĕçерсе çини халĕ те асăмрах.
Атте вăрçăра пуçне хурсан аннене унăн шинельне ярса пачĕç. Анне унран мана валли пиншак çĕлеттерчĕ. «Упра, ку аçу шинелĕ», — тетчĕ анне. Атте паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ, хăй тивĕçнĕ наградăна илме ĕлкĕреймен. 2010 çулхи июль уйăхĕнче РФ Президенчĕ Д.А.Медведев алă пуснă И.Я.Нюкин лейтенанта «Паттăрлăхшăн» медальпе наградăлани çинчен калакан удостоверение мана ярса пачĕç.
Паттăрсен ят-сумĕ вилĕмсĕр. Вĕсем хальхи çамрăксемшĕн яланах ырă тĕслĕх пулччăр, патриотлăх туйăмне вăйлатчăр.
З.СЕДОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *