Кăмака хутнă чухне тимлĕ пулăр

Кăмака хутнă чухне тимлĕ пулăр

Пушарсем ытларах чухне кăмакасемпе усă курнă чухне тимсĕр пулнипе, электричество приборĕсемпе асăрхануллă пулманнипе, электропроводкăсене вăхăтра улăштарманнипе, пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене пăснипе, мăрьесем юсавсăррипе çыхăннă. Кăçалхи февралĕн 21-мĕшĕ тĕлне пирĕн районта 2 хутчен пушар тухнă. Вут-çулăмра пĕр çын вилнĕ.
Раççей МЧСĕн надзор тата профилактика ĕçĕн уйрăмĕ кăмакасемпе усă курнă чухне пăхăнмалли йĕркесене аса илтерет:
— кăмака умĕнче 50х70 сантиметртан пĕчĕкрех мар тимĕр листи пулмалла;
— кăмакана ытлашши хĕрсе кайма памалла мар, кунне 2—3 хут 1,5—2 сехетрен ытла хутмалла мар;
— кăмака хутнă чухне алăкне лайăх хупмалла;
— мăрьере пуçтарăнса ларнă хăрăм пушар кăларма пултарать, çавăнпа та хутса ăшăтмалли сезон пуçланиччен мăрьене хăрăмран тасатмалла;
— мачча çинчи мăрьен пайне шуратмалла. Хăрăм пуçтарăнни е мăрье çинче çурăк пулни шурă çинче лайăх курăнать;
— ачасене хăйсем тĕллĕн кăмака хуттармалла мар;
— вутта, тум-тире кăмака çумĕнче типĕтме юрамасть;
— кăмакана хутса янă чухне бензинпа, краççынпа тата хăвăрт хыпса илекен ытти шĕвексемпе усă курма юрамасть.
Енчен те пушар тухсан, çийĕнчех «01», «101» е «112» телефонсемпе пушар хуралне шăнкăравламалла.
В.ДАВЫДОВ,
районти надзорпа профилактика ĕçĕсен уйрăмĕн начальникĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *